Евгеника (ав.гр. εὐγενής — лайӑх ӑруран, пархатарлӑ йӑхран) — ҫынна уйӑрса илес тата унӑн еткерсе илнӗ енӗсене лайӑхлатни ҫинчен вӗренӳ. Вӗренӳн тӗллевӗ ҫын генофондӗнчи тӗрлӗ япаласем ҫухалса пынипе кӗрешни пулнӑ.

Иккӗмӗш Халӑхсен хушшинчи евгеника конференцин логотипӗ, (1921)

Хальхи ӑнланура ку вӗренӳ Англире пулса тухнӑ, унӑн ертӳҫи Френсис ГальтонЧарльз Дарвинӑн иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗ пулнӑ. Шӑпах Гальтон термин «евгеника» сӑмаха шутласа тупнӑ. Гальтон евгеникӑна «наци ӑс-тӑнӗн пайӗ, ҫӗнӗ тен евӗр» туса хурас тесе шут тытнӑ пулнӑ.

Евгеника XX ӗмӗрӗн пӗррӗмӗш вунҫуллӑхӗсенче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, анчах каярах нацистлӑ Германи унӑн ячӗпе усӑ курнипе, ячӗ ӑна аса илтернӗ пирки унӑн репутацийӗ самаях вараланнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн евгеника ҫине академиллӗ таврашра нацизмӑн вӑрӑ-хурахлӑхӗн теориллӗ никӗсӗ пек пӑхма пуҫлаҫҫӗ, вӗсен хушшинче раса тасалӑхӗн практики, нацистсем ҫынсем ҫинче экспериментсем туни тата «кирлӗ мар» социаллӑ ушкӑнсене вӗлерсе пӗтерни.

XX ӗмӗр вӗҫнелле генетика тата ҫурату технологийӗсем аталанни, демографи ситуацийӗпе социаллӑ тенденцисем, куҫкӗретех евгеника майлисем каласа хунӑ юхӑмпа аталанса кайнӑ май, каллех евгеника пӗлтерӗшӗн тата унӑн хальхи тапхӑрти этикапа мораль статусӗн ыйтӑвне ҫӗкленӗ.

Хальхи ӑслӑхра евгеникан чылай ыйтӑвӗсене, уйрӑмах еткерсе илнӗ чирсемпе кӗрешнин тупсӑмне, ҫын генетикинче шутласа тупаҫҫӗ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Глэд Д. Будущая эволюция человека — Евгеника XXI века. М.: «Издательство Захарова», 2005. — 176 с.
  • Малахов А. Газеты пишут об истории евгеники // Коммерсантъ-Деньги. № 16 от 24.04.2006. С. 81
  • Петрушевский Ф. Ф. Наследственность // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Ридли М. (англ.)русск. Геном. М.: Эксмо, 2010. (Открытия, которые потрясли мир)
  • Родословная гениальности: из истории отечественной науки 1920-х гг. / сост., вступ. ст. и коммент. Е. В. Пчелова. — М.: Старая Басманная, 2008. — 351, VIII с. ISBN 978-5-904043-01-8
  • Тищенко П. Д. Новейшие биомедицинские технологии: Философско-антропологический анализ (Анализ идей либеральной евгеники Ю. Хабермасом) // Вызов познанию: Стратегии развития науки в современном мире. — М.: Наука, 2004. С. 309—332
  • Хан Ю. В. Евгенический проект: «pro» и «contra». М., 2003. — 153 с.

на других языках

  • Popenoe and Johnson, Applied Eugenics (New York, 1920).
  • Holmes S. J. (англ.)русск. The Trend of the Race (New York, 1921).

Каҫӑсем

тӳрлет