Дюйм (нидер. duim «пуç пӳрни»), — Британи/Америка виçи. 25,4 миллиметр вăрăмăш. Аршăнăн 1/28 пайĕ. Хӑшпӗр чухне дюйм вырӑнне (шӑп та лӑп виҫме кирлӗ мар тӑк) чӑвашла пӳрне те калама пулать, тӗслӗхрен юмахри «Пӳрнепи» хӗр ятӗнче (выр. «Дюймовочка»).

Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

Юлашки вăхăтра Америкăран килекен техникăсемпе техника терминологийĕсене пула ку сăмах Раççейре самай пурнăçа кĕрсе пырать. Ку виçепе, тĕслĕхрен, тĕрлĕ компьютер хатĕрĕсен калăпăшĕсене виçеççĕ: дискетăсен, хытă дисксен, дисплейсен, т. ыт. «Дюймри пăнчăсен» (dpi) тата «дюймри йĕрсен» (lpi) виçисемпе тĕрлĕ кĕртсе кăларакан графика хатĕрсен анлăш пултараслăхне кăтартаççĕ. Телевизор приёмникĕн диагональне енчен те CCCР вăхăтĕнче сантиметрсемпе виçнĕ пулсан, халĕ дюймсемпе виçеççĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Дюйм сăмаха Раççее Пётр I илсе килнĕ тесе калама пулать.

Каçăсем

тӳрлет

Раççей виçе системин хушă виçисем

Пăнчă | Йĕр | Дюйм | Вершук | Шит (чĕрĕк) | Фут | Аршăн | Хăлаç | Çухрăм | Миля

Анкăл виçе системин хушă виçисем

Мил | Пăнчă | Йĕр | Дюйм | Хэнд | Линк | Фут | Ярд | Род | Чейн | Фурлонг | Миля | Лига