Дугаева Александра Константиновна
Дугаева Александра Константиновна, — сăвăç, çыравçă. 1950 çулта Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Семёновски ялĕнче çуралнă. 1982 çулта самай вăхăт чирленĕ хыççăн вилнĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетТăван ялти вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Йывăр чир ăна вырăн çинчен тăма паман. Юмахсем, сăвăсем çырнă. Унăн ĕçĕсем периодикăллă кăларăмсенче пичетленнĕ. «Земная сила», «Орёл и Дрофа» кĕнекесем тухнă.
В. Иванова журналист ун çинчен «Поймай в ладони снежинку» (Ал тупанĕпе юр пĕрчине тыт) повесть çырнă.