Довлатов Сергей Донатович

Disambig gray.svg Довлатов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Серге́й Дона́тович Довла́тов (паспортра — Довла́тов-Ме́чик; авăн, 3, 1941, Ĕпхӳçурла, 24, 1990, Нью-Йорк) — совет тата американ[1] çыравçи тата журналисчĕ.

Сергей Довлатов
220px
Çуралнă чухнехи ят: Довла́тов-Ме́чик Сергей Донатович
Çуралнă вăхăт: авăн, 3, 1941
Çуралнă вырăн: Ĕпхӳ, Пушкăрт АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: çурла, 24, 1990
Вилнĕ вырăн: Нью-Йорк, АПШ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, журналист
Ĕçсен чĕлхи: вырăс, акăлчан
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем
Сергей Довлатов пурăннă çурт

БиографиТӳрлет

Сергей Довлатов 1941 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче Ĕпхӳре, театр режиссёрĕн çемьинче çуралнă[2], ашшĕ Донат Мечик еврей (1909—1995), амăшĕ актриса, каярах корректор Нора Степановна Довлатова (1908—1999), эрмен хĕрĕ. Пушкăрт АССР тĕп хулине унăн ашшĕ-амăшне вăрçă тапрансан эвакуациленĕ.

1944 çултанпа Ленинградра пурăннă. 1959 çулта Санкт-Петербургри патшалăх университетчĕн филологи факультечĕн финн чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ те иккĕ çул çурă лекцисене çӳренĕ[3]. Евгений Рейн[4], Анатолий Найман, Иосиф Бродский Ленинград поэчĕсмпе тата Сергей Вольф прозăçăпа («Невидимая книга»), Александр Нежданов ӳкерçĕпе паллашнă. Университетран япăх вёреннĕшĕн кăларса янă.

Виçĕ çул хушши Шалти çарсенче хĕсметре тăнă, Коим Республикинчи тӳрлетӳ колонисенче ( Чиньяворык паçулки) сыхланă. Бродский аса илнипе[5], Довлатов çартан «Толстой Крымран таврăннă пекех, калавсен çыххипе тата кăштах ошеломлённостью во взгляде».

Довлатов ЛПУ журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ, студентсен нумай тиражлă Ленинградри карап тăвакан институчĕн «За кадры верфям» хаçатĕнче тăрăшнă, калавсем çыркаланă.

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ В Нью-Йорке решат вопрос о присвоении одной из улиц имени Довлатова
  2. ^ Родня и факты биографии
  3. ^ Сергей Донатович Довлатов. www.ozon.ru. Тĕрĕсленĕ 19 августа 2008.
  4. ^ Евгений Рейн Мне скучно без Бродского и Довлатова. «Дело» (19 января 2004). çăлкуçран архивланă 24 Çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 19 августа 2008.
  5. ^ Иосиф Бродский О Сереже Довлатове. официальный сайт Г. А. Явлинского (2003 çулхи авăнăн 3-мĕшĕ). çăлкуçран архивланă 24 Çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 2008 çулхи çурлан 19-мĕшĕ.

ВуламаллиТӳрлет

КаçăсемТӳрлет

Палланă çынсем аса илнисем
Довлатова халалланă радиокалаçусем
Хайлавсем
Рецензисем
Видео