Динос — классикаллӑ археологири ҫурри ҫавӑрлӑ, тӑмран е металлран тунӑ пысӑк савӑт. Яланхи пек, диноса юри хайланӑ тыткӑч ҫине майлаштарса лартнӑ.

Динос

Кратерсем пекех, диноспа эрехпе шыв хутӑштарма усӑ курнӑ.

Авалхи ҫыру ҫӑлкуҫӗсенче ҫын пуҫӗ пек курӑнакан «дейнос» е «динос» тенӗ савӑта аса илеҫҫӗ. Анчах та ку савӑт-сапана ытти археологи материалесен шутӗнче уйӑрса палӑртман.

Авалхи Греци халаплӑхӗнче Динос тесе Диомедӑн лашисенчен пӗрне чӗннӗ.

Каҫӑсем

тӳрлет