Ассанж Джулиан

(Джулиан Ассандж ҫинчен куҫарнӑ)

Джулиан Ассанж (Ассандж) (акăл. Julian Paul Assange, [əˈsɑːnʒ]; 1971 çулта Таунсвилл, Квинсленд, Австрали çуралнă[4]) — Wikileaks никĕслевçи, журналист тата тетелĕн хастар ĕçченĕ.

Джулиан Ассанж
Julian Assange

Çуралнă чухнехи ят акăл. Julian Paul Hawkins
Чӑн ят акăл. Julian Paul Assange
Çуралнă вăхăт 1971 çулхи утăн 3-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Таунсвилл, Квинсленд, Австрали
Гражданлăх Австрали Австрали
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ашшĕ Джон Шиптон[d]
Амăшĕ Кристина Ассанж[d]
Арăмӗ Стелла Ассанж[d]
Чыславсемпе парнесем Amnesty International UK Media Awards 2009, Sam Adams Award 2010
Автограф Изображение автографа
Сайт WikiLeaks.ch
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар
Джулиан Ассанж

Кун-çулĕ

тӳрлет

Амăш енчен Ассанжăн шотланд тата ирланд тымарĕсем пур, вĕсем Австралие XIX ĕмĕрĕн варринче килсе вырнаçнă[4].

Джулиан Ассанж 1971 çулта Австралин çурçĕр-хĕвел тухăçĕнчи Таунсвилл хулинче çуралнă[4].

1972 çулта унăн амăшĕ — Клер куçса çӳрекен театрăн директорне качча тухать, Джулиан хăйĕн ачалăхне çул çинче ирттерет[4].

1979 çулта амăшĕ театр директорĕпе уйрăлать те мусăкçăпа арлă пурăнма тытăнать, кĕçех вĕсен ывăл çуралать[4].

Анчах та, тĕпĕртакран амăшĕн савни Энн Хамильтон-Берн йĕркеленĕ «Çемье» сектăн пайташĕ пулни çие тухать. Çак сектă çыннисем пепкесене йĕрекелевçĕне параççĕ. Çавăнпа Джулиан амăшĕ тарса пытанса пурăнать. 11 çултан пуçласа 16 çула çити Джулиан каллех пĕрмай куçса çӳреме тивет[4].

Джулиан Ассанж ирех программăлас ĕçпе хăтланма пуçлать. 16 çулта вăл модем туянать те Тетелрен маларах пулнă эрешсенче Мендакс (акăл. mendax) никпа тăрмашнă[4]. Унăн Тетелри суя ячĕ Горацин оксюморонĕпе (splendide mendax — ырă кăмăллă (великолепный) чухăн) çыхăннă [5].

Аслă пĕлу пухма Ассанж Мельбурн университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. Анчах та вĕренме пăрахать, мĕншĕн тесен вăл вĕренӳ ĕçĕн спонсорĕсем, çаплах, йĕркелевçисем вăрçă çыннисем пулнă тесе шутланă.

Тепĕр вăхăтран ăна Ситибанкăн 500 пин долларне вăрланă тесе айăпласшăн пулнă. Çапах та, иккĕленӳсене тĕрĕслени айăпа кăтартман[4].

1991 çулта, Ассанж ун чухне 20 çул тултарнă, ăна юлташĕсемпе пĕрле Нортел (Nortel) канад телекоммуникаци компанин тĕп серверне çĕмĕрнĕшĕн ареслеççĕ. Темиçе хутчен ыйтусемпе тĕпченĕ хыççăн вăл хăйĕн айăпне 25 пайĕпе йышăнать[5]. Ăна 10 çуллăха тĕрмене хупмалла пулнă, çапах та Ассанжа штраф кăна тӳлеттереççĕ.

2006 çулта Ассанж Wikileaks сайта йĕркелет.

Ассанж, паллах, нихăçан та хăйĕн информаторĕсене палăртман. WikiLeaks страницине лекиччен, информацие пĕр харăсах портал сервĕрĕсене кĕртеççĕ, çавăнпа ăна йĕрлесе тупма пулаймасть.

Джулиан Ассанж The Guardian, Der Spiegel тата The New York Times хаçат редакцисене Афганистанри вăрçă пирки 100 пине яхăн вăрттăнлă документсене ярса панă. Хăш докуменчĕсенче хĕçпăшалсăр çынсене персе пăрахни çинчен кăтартнă. Публикаци хыççăн тĕнчери харкашу хыпса тухнă.

Ассанж каланипе, унăн татах 15 пине яхăн Пентагон пирки вăрттăнлă документ пур.[6][7][8]

2010 çулхи çурла уйăхĕнче швед правосыхлакан органĕсем ăна çынна мăшкăлласа пусмăрланă пирки тесе айăпласшăн пулнă.[9] Кăшт каярах мĕнпур айăпсенчен хăтарнă. [10]

Джулиан Ассанжа Швецие пыни тата ăна ареслемелли ордер

тӳрлет

2010 çулхи çурла уйăхĕнче Джулиан Ассанж Швецине пырса вырăнти Пират партипе Wikileaks хăш серверĕсене унăн патĕнче вырнаçтарас пирки килĕшӳ тăвать, проекта çак тĕнче аренинче политика енчен пулăшу парасса шанать[11].

Швецире WikiLeaks никĕслевçине, Джулиан Ассанжа ареслеме ордер кăларса панă. «The Local» хаçат хыпарĕпе, Ассанжа пусмăрласа мăшкăлланă тесе айăпласшăн пулнă, — çурлан 20-мĕшĕнче полицие икĕ хĕр айăплавсене çырса панă.Шаблон:Fact

Ассанжа çак ĕçпе айăпласшăн:[12]

  • вăл «мисс A-па» арлă хутшăннă чухне тесе презервативпа усă курман, хĕрарăмĕ йăлăнса ыйтнă пулсан та.
  • вăл «мисс W-па», хĕрарăмĕ çăвăрнă чухне, презервативсăр арлă хутшăннă.

Ассанж çакăн пирки стокгольмри хаçата çыру янă, çак «вжжж» ахаль мар тенĕ, вăл çакна WikiLeaks «афган досьине» çутта кăларнăшăн пулнипе çыхăнтарнă.

Тепĕр куннех Швеци влаçĕсем Джулиан Ассанжа айăплавран хăтарнă[13].

2010 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче пусахласа мăшкăлланă ĕçе швед влаçĕсем тепĕр хутчен уçнă. Marianne Ny прокурорĕ пĕлтернипе, «йĕксĕклĕ ĕç тунă тесе калама юрать» тенĕ.

2010 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕнче швед сучĕ Wikileaks никĕслевçине ареслеме ордер кăларнă[14][15]. Тепĕр кунне Асанжăн швед адвокачĕ судăн çак йышанăвне вăйран кăларма пултарнă[16]. Джулиан Ассанж Лондона куçнă. 2010 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Интерпол ăна ареслеме ордер панă, ăна вара тĕнчипех шырава кĕртнĕ[17].

2010 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче PostFinance швейцар банкĕ Ассанж счётĕсене «шăнтарнă».[12]

2010 çулхи раштав, 7 Ассанжа хăй ирĕкĕпе полици участокне пырсан аресленĕ.[18] Ăна швед прокуратури кăларнă ордерпа аресленĕ. Ассанжа хӳтĕлекенсем каланипе ăна экстрадицилесси политика сăлтавĕсемпе çыхăннă.[12]

Парнесемпе чыславсем

тӳрлет
  • Amnesty International UK Media Awards 2009,
  • Sam Adams Award 2010
  • 2010 çулта The Guardian хаçат Джулиан Ассанжа массăллă хыпар хатĕрĕсенчи паллă 100 çын ят-йышĕнче 58-мĕш вырăнта лартать[4].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ LIBRISНациональная библиотека Швеции, 2013.
  2. ^ https://www.forbes.com/sites/andygreenberg/2012/09/14/an-excerpt-from-this-machine-kills-secrets-the-education-of-julian-assange/#5cc13b20b585
  3. ^ http://www.tacticalmediafiles.net/persons/417/Julian-Assange
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 тата 9 «Человек должен иметь доступ ко всему», — Джулиан Ассанж, Wikileaks сайта никĕслекенĕ тата тĕп редакторĕ // Антон Осипов, Ведомости, 31.08.2010, 162 (2680)
  5. ^ 1 тата 2 Часть 3. Кто стоит за проектом WikiLeaks? 2012 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ Основатель Wikileaks обвинен в изнасиловании
  7. ^ Создатель интернет-ресурса Wikileaks Джулиан Ассандж обещает опубликовать тысячи новых документов о военной операции в Афганистане
  8. ^ В СМИ попали тысячи секретных документов о войне в Афганистане 2012 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ В Швеции по обвинению в изнасиловании разыскивается основатель сайта WikiLeaks 2010 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ С основателя WikiLeaks сняли подозрения в изнасиловании
  11. ^ Швеци пират партийĕ Wikileaks порталне пулăшĕ (2010 çулхи çурлан 20-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 2010 çулхи çурлан 20-мĕшĕ.
  12. ^ 1, 2 тата 3 http://www.bbc.co.uk/russian/international/2010/12/101207_assange_refused_bail.shtml
  13. ^ С основателя WikiLeaks сняты обвинения в изнасиловании (2010 çулхи çурлан 21-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 2010 çулхи çурлан 28-мĕшĕ.
  14. ^ Шведский суд одобрил запрос прокуратуры об аресте основателя WikiLeaks
  15. ^ Швеци Wikileaks никĕслекенне ареслеме ордер панă
  16. ^ Ассанж тĕнчипех шырава кĕртнĕ
  17. ^ Sweden authorizes INTERPOL to make public Red Notice for WikiLeaks founder 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
  18. ^ Аслă Британире WikiLeaks сайта никĕслекене Джулиан Ассанжа аресленĕ 2012 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет