Джонатан Свифт

Джонатан Свифт (акăл. Jonathan Swift; 1667, чӳк, 30 Дублин хулинче çуралнă. 1745, юпа, 19 çавăнтах куçĕсене емĕрлĕхех хупнă) — ирланд çыравçи, Дублинрах пурăннă.

Джонатан Свифт, 1709-1710

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Дублинра çителĕк пурнăçлă протестант çемйинче çуралнă. «Гулливер çул çӳревĕсем» сатирăллă роман çыраканĕ. Дублинри Таса Патрик соборĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă, вилсен çавăнтах çĕре пытарнă.

Хăй çулĕсенче Свифт «политика памфлечĕн ăсти» шутланнă. Вăхăт иртнĕ çем унăн хевте ĕçĕсем политикăн самантлăх çивĕчлĕхне çухатнă пулин те, çапах та иронипе юмор тата «кулленхи çырав» стилĕ енĕпе чапа тухать. Унăн кĕнекисем хăй пурăннă чухнех Ирландире те, Англире те çав тери ятлă-сумлă пулнă, чылай тиражпа пичетленнĕ. Унăн хăшпĕр ĕçĕсем, мĕнле сăлтавпа çуралнине пăхмасăрах, харпăр литература-ӳнерлĕх кун-çулĕпе малашнехи пурнăçне тăснă: «Гулливер çул çӳревĕсем» (1726) и «Пичке юмахĕ» (1704). «Гулливер çул çӳревĕсем» халĕ классикăллă тата тĕнчери чи вулакан кĕнеке шутланать.

Кĕнекисем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет