Джин е "уртăш эрехĕ"- ( анкăл. Gin ) - хаяр алкоголь ĕçми.Джин тулă спирчĕ тата уртăш пăслан-тарса тасатса тăваççĕ.Тути техĕмлĕ пултăр тесе джинра лимон, калемпĕр, корица,миндаль мăйăрĕ, кориандр, фиалка тымарĕ тата урăх шăршлă ӳсентăрансем хутăшса яраççĕ.Паха джин шайлашуллă тутипе, çемçе уртăш, хыр сухăр, калемпĕр тата лимон техĕмпе пулать.

Европари сакунпа ( 1967 çул ) джинра чи сахал спирт калăпăшĕ 37,5 % пулма юрать.

Джин хутăштару

тӳрлет

Паян джин чилайăш тĕрлĕ ĕçмисемпе хутăшса ĕçеççĕ :

  • Джин-тоник ;
  • Pink Gin ( джин тата биттер "Ангостура" ) ;
  • Gin Rickey ( джин тата сода шывĕ ).