Джемаль Гейдар Джахидович

Гейда́р Джахи́дович Джема́ль (чӳк, 6 1947, Мускав) — раççей ислам ĕçченĕ, философ, политолог, сăвăç тата этем пĕрлĕх ĕçченĕ. Раççейри ислам комитечĕн председателĕ; Ислам-арап халăх конференци йĕркелĕвĕн (ОИАНК) пĕрмайхи пайташĕ; Раççейри Сулахай фронтăн координаци канашĕн пайташĕ; Раççей Федерацин наци ассамблейин депутачĕ. Тĕн енĕпе — мăсăльман-шиит.[1]

Кун-çулĕ

тӳрлет

Гейдар Джемаль 1947 çулхи чӳкĕн 6-мĕшĕнче Мускавра ӳнерçĕпе профессиллĕ юланут çемьинче çуралнă. Джахид Джемалĕн ашшĕ — азербайджан, амăшĕ — Ирина Шаповалова — вырăс. Ашшĕ юнĕпе Джемаль Туçи Карабахри бек çемьинчен, Сарыджали ханĕсен йĕррипе Панах Али-хан карабах ханĕн нĕселĕ шутланать[2] , кукаçи, Игорь Шаповалов Кĕçĕн театрăн директорĕ, кайран СССР культура министрĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Ирина Шаповалова Джемаля 18 çулта çуратнă та тепĕртакран упăшкинчен уйрăлать. Иккĕмĕш упăшки вăрçă морякĕ пулнă, унпа вăл Эстоние тухса каять. Темиçе çултан вăл, виççĕмĕш упăшкипе Мускава таврăнать, Дуров кĕтесĕнче ĕçлет. Гейдара кукамăшпе кукаçи пăхса ӳстереççĕ.

Вуламалли

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Салафия

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет