Дафна (ав.-грек. Δάφνη «лавр») — Авалхи Греци халаплăхĕн пайташӗ, хӳхӗм хӗрупраҫ-нимфа.

Уотерхаус ӗҫӗ
Бернини ӗҫӗ

Овидий хӑйӗн «Метаморфозасем», («Пулса тӑнисем») сӑввисенче Аполлонӑн Дафнана юратни ҫинчен ҫырса панӑ. Аполлон Эрота кӳрентернӗ, лешӗ ӑна тавӑрнӑ - Аполлона Дафнӑна юратмала, Дафнине Аполлонран йӗрӗнмелле тунӑ. Ӑна юратса пӑрахнӑ Аполлон ӑна тытас тесе хӑваланӑ хыҫҫӑн, Дафна тарса турӑсенчен хӑйне ҫӑлма ыйтнӑ, лешӗсем ӑна лавр йывӑҫӗ туса хунӑ, ку йывӑҫ Аполлонӑн сӑваплӑ йывӑҫӗ пулса тӑнӑ.

Аполлонпа Дафна ҫинчен юлнӑ халап эллинизм вӑхӑтӗнче пулса тухнӑ.

Ку пур ӳнер тӗсӗсенче те юратнӑ сюжет.

Вуламалли

тӳрлет
  • АПОЛЛОН И ДАФНА // Энциклопедия мифологии (рус.). «Легенды и мифы Древней Греции». Н. А. Кун

Каҫӑсем

тӳрлет