Дарфур султанлӑхӗ
Дарфур султанлӑхӗ (арап. سلطنة دارفور) — XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен 1916 ҫулччен пулнӑ султанлӑх. Кордофан султанлӑх вырӑнӗнче йӗркеленнӗ.
Султанлӑх кун-ҫулӗ
тӳрлетXVI ӗмӗрте султанлӑх Канем-Борнона, кайран Сеннара пӑхӑнса тӑнӑ.
XVII ӗмӗрте султанатлӑха кейр (Keira) кланран тухнӑ Сулайман Солонг (Sulayman Solong) (1596—1637) ертсе пынӑ вӑхӑтра вӑл вӑйлӑ аталанса кайнӑ. Ҫак вӑхӑтра ислам тӗнне патшалӑх тӗнӗ тесе йышӑннӑ.
Сулайман мӑнукӗн Ахмед Бахрӑн (Ahmed Bahr) (1682—1722) политики (Канем-Борноран тата Багирми сулнатлӑхӗнчен иммиграцие хавхалантарни) ҫӗршыва малалла экономика енчен аталантарма пулӑшнӑ. Вӑл вӑхӑтра тухӑҫ енчи сулнатлӑхӑн чиккисем Атбара юханшыв таранах сарӑлса ҫитнӗ. Ун хыҫҫӑнхи пуҫлӑхсем Сеннарпа тата Вадаипе вӑрҫӑ ирттернӗ. XVIII ӗмӗрте Дарфур пуҫлӑхсем фунджи ярса илме хӑтланнӑ, апла пулин те Омдурманран малалла иртеймен.
1799 ҫулта Адб-эль-Рахман султан Наполеон Бонапарта мамлюксен Египетне аркатса тӑкнӑ ятпа саламланӑ. Ҫакна хуравласа Наполеон султана 16 ҫул тултарнӑ 2000 ҫирӗп хура ӳтлӗ чура-салтак ярса пама ыйтнӑ.
1874 ҫулта султанлӑх Египет витӗмне лекнӗ, ку вара вырӑнти халӑха вӑйлӑ кӑмӑлсӑрлантарнӑ. 1879 ҫул тӗлне ҫеҫ Суданӑн Ч.Д. Гордон генерал-губернаторӗ пӑлхавсене пусарма мехел ҫитернӗ, вӑл вырӑнти династине ҫӗнӗрен патшалӑха ертсе пыма сӗннӗ. Анчах та вӑл хӑйӗн сӑмахне тытман, 1881 ҫулта ҫӗнӗ генерал-губернатор вырӑнне Слатин-бей (Рудольф Карл фон Слатин) йышӑннӑ, унӑн ирӗксӗрех Мухаммед Ахмед ертсе пынӑ Махдистсен пӑлхавне (1881—1885) пусарма тивнӗ.
1883-1885 ҫулсенче султанлӑх Махдистсен патшалӑхӗнче шутланнӑ.
1898 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Аслӑ Британи Судана ярса илнӗ хыҫҫӑн Дарфур султанатлӑхӗ сӑмах ҫинче никама пӑхӑнман патшалӑх пек сыхланса юлнӑ. Унӑн пуҫлӑхне Али Динара лартнӑ, Махдистсен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче вӑл Омдурманти тӗрмере ларнӑ. Султан ҫулсерен хырҫӑ тӳлесе тӑнӑ. 1915 ҫулхи ака уйӑхӗнче Али Динар султанатлӑх чӑнах та никама та пӑхӑнманни пирки пӗлтернӗ. Анчах 1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче унӑн ҫарне акӑлчансем ҫапса аркатнӑ, 1916 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна хӑйне вӗлернӗ. 1916 ҫулта Дарфур султанатлӑхӗн ҫӗрӗсене Акӑлчансен Египет Суданӗпе пӗрлештернӗ.
Хальхи Судан шутне унчченхи Дарфур султанлӑхӗн ҫӗрӗсем Дарфур провинци пек кӗнӗ.
Экономика тытӑмӗ
тӳрлетДарфур сулнатлӑхӗ Вадаи, Канем-Борно, Сеннар, Египет патшалӑхӗсемпе суту-илӳпе культура тӗлӗшӗнчен ҫыхӑну тытса тӑнӑ.
Чурасемпе суту-илӳ тӑвас тӗлӗшпе султансем кӑна пултарнӑ, вӗсемех ытти ҫӗрсенчен килнӗ сутӑҫсенчен хырҫӑ пухнӑ, Египетра сутӑннӑ чурашӑн пошлина илнӗ. Хӑш-пӗр чурасем султан дворӗнче ҫӗнӗ элитлӗ сий йӗркелесе пӗлтерӗшлӗ вырӑнсем йышӑнма пултарнӑ, ҫакӑ вара унччен элита йӗркеленӗ фур халӑхӑн элитипе хирӗҫӳ ҫуратнӑ.
Халӑх йышӗ
тӳрлетСултанлӑхӑн тӗп халӑхӗ фурсем шутланнӑ. Унсӑр пуҫне Дарфурта нилпа сахара таврашӗнчи ытти халӑхсем те пурӑннӑ: загава, масалитсем; ҫавӑн пекех арапсемпе баггарӑсен (арапла ӗне кӗтӳҫӗсем тенине пӗлтернӗ) несӗлӗсем.
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Дарфурский султанат статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |