Дарли Арабиан
Дарли Арабиан — хальхи таса юнлӑ утланса ҫӳремелли лашасен (ыттисем Байерли Тюрк тата Годольфин Арабиан) ӑратне никӗсленӗ виҫӗ ӑйӑртан пӗри.
Ку араб лашине Алеппора, (Сири), 1704 ҫулта Томас Дарли туяннӑ та хӑйӗн Элдби хуҫалӑхне, Англине леҫнӗ. Унта ӑйӑр нумай кӗсресемпе чупса 1722 ҫул тӗлне Англипе Ирландире ӑратӑн тӗп ӑйӑрӗ пулса тӑнӑ. Асаилӳсем тӑрӑх, ку ӑйӑр ҫӳллӗ те илемлӗ пулнӑ.
Паянхи куна Дарли Арабиан Англи утланса ҫӳремелли лашасен кун-ҫулӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ ӑйӑр пулса тӑрать, мӗншӗн тесен ӑратӑн хальхи лашисен 95% унӑн Y-хромосомӗ пурри паллӑ. Вӑл шутра, унӑн виҫӗ ӑру хыҫҫӑнхи мӑнукӗ 1765 ҫулта ҫуралнӑ паллӑ лаша Эклипс та пулнӑ.
Вуламалли
тӳрлет- Ahnert, Rainer L. (editor in chief), “Thoroughbred Breeding of the World”, Pozdun Publishing, Germany, 1970