Данипе Норвегине тапăнса кĕни
Данипе Норвегине тапăнса кени (Weserübung операцийĕ, Норвеги операцийĕ), — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи нимĕçсен Данипе Норвегине хăйсен аллине тытса илмелли операци.
Сăлтавĕсем
тӳрлет1940 çулхи ака уйăхĕ тĕлне Германи 7 уйăх хушши ĕнтĕ Аслă Британипе тата Франципе вăрçăпа вăрçнă. Анчах вĕсем теме кĕтнĕ пек çĕр çинче ытлашши çапăçу пуçласшăн пулман, ытларах тнĕçре çапăçнă (Ăнланусăр вăрçă çинчен пăхăр). Данипе Норвеги вăрçă пуçланнă чухне хăйсем вăрçăран айăккинче тăни çинчен пĕлтернĕ. Германи Франци çине тапăнса кĕмелли операцине планланă вăхăтра акăлчансемпе французсем çав патшалăх çĕрĕсем урлă хăйсем çине тапăнасран хăранă. Норвегинче тата питĕ паллă тинĕс порчĕсем вырнаçнă пулнă. Вăл портсене Анлантика океанĕнчи çапăçусенче усă курма меллĕ пулнă. Çапла вара 1939 çулхи раштав уйăхĕнче нимĕçсем Данипе Норвегине тапăнса кĕмелли плана алă пусса çирĕплетнĕ.
Çарсен вăйĕ
тӳрлетНорвегин пурĕ 6 дивизи пулнă. Пурĕ вĕсенче 55 пин салтак пулнă (каярахпа кăштах çара чĕннĕ хыççăн). Норвеги флотĕнче 2 линкор, 7 эсминец, 8 тральщик, 10 мина чаравçи, 17 мина туртаракан, 9 шывай кимми пулнă. Норвеги авиацийĕ 190 самолётран тăнă.
Данин 2 дивизи пулнă. Дивизинсенче пурĕ 14,5 пин çын шытланнă. Дани флотĕнче 2 линкор, 9 тральщик, 3 мина чаравçи, 6 мина туртаракан, 7 шывай кимми пулнă. Данин пурĕ 94 самолёт шутланнă.
Германи тапăннă хыççăн Аслă Британи 4 бригада, Франци 3 бригада, Польша 1 бригада пулăшма янă. Британи флотĕнче 3 авиа туртаракан, 4 линкор, 21 крейсер, 21 эсминец тата 18 шывай кимми пулнă. Франци флотĕнче — 2 крейсер, 11 эсминец тата 1 шывай кимми. Польша флотĕнче 3 эсминецпа пĕр шывай кимми пулнă.
Данипе Норвегине тытса илмешкĕн Германи 21 арми янă. Вĕсем шутне 9 дивизи тата 1 бригада кĕнĕ, унта пурĕ 140 пин салтак пулнă. Тинĕсри çапăçусенче 2 линкор, 7 крейсер, 14 эсминец, 3 тральщик, 8 мина туртаракан, 28 шывай кимми хутшăннă. Пиллĕкмĕш сывлăшри флотра пурĕ 1300 самолёт пулнă.
Икĕ енĕн планĕсем
тӳрлетНимĕçсен тĕп тĕллевĕ шутне малтан Данипе Норвегин пысăк хулисене тытса илесси кĕнĕ. Çавăн пекех нимĕçсем икĕ патшалăхăн патша кил-йышне тытса илесси, патшалăхсен кĕнĕ. Вĕсен шухăшĕпе правительствăсене парăнтарсан вĕсем хăйсен çарĕсене хĕç-пăшалне хума хушма пултарнă. Нимĕçсем икĕ патшалăха темиçе кун хушшинче тытса илме шутланă.
Данипе Норвеги Германи тапăнасса шутламан çавăнпа та вĕсен хӳтĕленмелли нимĕнле план та пулман.
Данине тапăнса кĕни
тӳрлетАка уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирхи нимĕçсем Копенгагента питĕ пысăк десант янă. Çавăн пекех вĕсем пур пысăк кĕперсене тата аэродромсене тытса илнĕ. Данин пĕчĕк авиафлотне темиçе минут хушшинче çапса аркатнă — нимĕç бомбордировщикĕсем вĕсене тӳпене хăпарма та паман. Çав вăхăтрах çĕр çинчи çар Данипе Германи хушшинчи чикĕ урлă каçса Ютланди енне çул тытнă. Дани çарĕ чикĕ патĕнче çеç кăштах хирĕç тăнă. X-мĕш Кристиан патши çын пурăнакан кварталсене аркатасран хăраса парăну хутне алă пуснă, çарне парăнма ыйтнă. Çапла вара пĕр кун хушшинче нимĕçсем Данин пĕтĕм пысăк хулине ярса илнĕ.
Норвегине тапăнса кĕни
тӳрлетАка уйăхĕн 9-мешĕнче нимĕçсем Норвегин 7 пысăк порчĕсене (Осло, Арендаль, Кристиансан, Ставангер, Берген, Тройхем тата Нарвик) десантсене янă. Норвегин артиилерийĕ Осло, Кристиансан, Ставангер тата Тронхейм хулисем патĕнче нимĕçсен флотне самай тустарнă. Ăна пула норвегсем тĕп хуларан патша кил-йышне, правительствăна, парламент членĕсене тата ылтăнран тăракан пурлăхне çăлса хăварма ĕлкĕнĕ. Çавна пулах нимĕçсем десанчĕ те хăвăрт анса çитеймен.
Нимĕçсем ку шутĕнче те патшана тытса илсе вăрçа хăвăрт пĕтерме шутланă. Патша тарни вĕсен планне пăснă, çавăнпа та ака уйăхĕн 9-пе 10-мĕш кунĕсем хушшинче Эльверум хула патĕнче вĕсем каллех VII-мĕш Хокона тытса илме шутланă. Анчах вĕсен атакине норвегсем сирсе янă.
Ака уйăхĕн 22-мĕш тĕлне нимĕçсем норвегсем хирĕç тăнине сире-сире Кăнтăр Норвегин пысăк пайне тытса илнĕ. Çав вăхăтра вăйлă хирĕç тăракан хуласене авиаципе питĕ вăйлă аркатнă. Бомбăсемпе Ондальснес, Мольде, Кристиансан, Стенкьер, Намсус, Буде, Нарвик хулисем вăйлă арканнă. Бамбăсем айăнче питĕ нумай ахаль халăх та вилнĕ. Бомбăсемпе аркатнинчен хăтăлас тесе нумай халăх хуласенчен ялсене тарнă, хуласем пушанса юлнă.
Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Нарвик патĕнче тин кăна çитнĕ акăлчан флочĕпе тата нимĕç флочĕ хушшинче тинĕсри çапăçу пулса иртнĕ. Акăлчансем чалай нимĕç карапĕсене путарнă е самай сиен кӳнĕ. Кăна пула нимĕçсен Нарвик хулине çитнĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш туçа бригадисем пĕччен тăрса юлнă, пĕрремĕш кунсенсе нимĕçсен çурçĕр енчи атаки чарăнса ларнă.
Юлташла çарсем çитни
тӳрлет- Тĕп статьясем: Намсус операцийĕ, Нарвикшăн çапăçни, Ондальснес операцийĕ
Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче акăлчансем каллех Нарвик патне пынă нимĕçсен флотне аркатнă. Ака уйăхĕн 14-мешĕнче вара пĕрлешнĕ акăлчансен, французсен тата поляксен çарĕ Харстад хулине çитнĕ. Унта вĕсем норвегсен 6-мĕш дивизпе перлешнĕ хыççăн Нарвик çине хирĕç тухнă. Ака уйăхĕн 14-мешĕнче аалчансемпе французсен çарĕсем Намсус патĕнче анса Норвегин варрине çул тытнă. Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче акăлчансен çарĕ Ондальснес патĕнче аннă. Темле вăйлă çапăçнă пулсан та Намсуспа Ондальснес патĕнче çапăçакан çарсем атаки ăнăçлă пулман. Стейнхьерпа Лиллехаммер патĕнче путлану тӳснĕ хыççан вĕсем тинĕс хĕрринчи хуласем патне чакнă.
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче самай хушши çапăçнă хыççăн Нарвикăн çурçĕр пайне йышăннă, 28-мĕш кунĕ тĕлне вара пĕтĕм хулине тытса илсе нимĕçсене Бесфьёрд хули патне чактарнă. Ку вăхăтра Францири ĕçсем япăх пынине пула французсемпе акăлчансем хăйсен çарĕсене Норвегинчен илсе тухнă. Вĕсемпе пĕрле Норвегине патшапа правительство пăрахса кайнă. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Норвегин тĕп пайенче çапăçакан юлашки çарĕсем парăннă, çĕртме уйăхĕн 10-мешĕнче вара Çурçĕр Норвегинче çапăçакан çарсем те парăннă. Çĕртме уйахĕн 16-мешĕ тĕлне нимĕçсем пĕтĕм Норвегине йышăннă.
Икĕ енĕн çухатăвĕсем
тӳрлетВăрçăн ку пайĕнче Аслă Британи 4400 çын, Норвеги 853 çын, Франци 400 çын, Польша 100 çын, Дани 17 çын çухатнă. Вĕсем пĕтĕмешле пурĕ 12 çар тата 9 шывай карапĕ путнă.
Германи 6100 çын, 14 çар тата 6 шывай карапне çухатнă.
Пĕтĕмлетӳ
тӳрлетӖçĕсене ăнăçлă ирттерсе Германи Данипе Норвегине хăй аллине илнĕ. Çавăн пекех шывай киммисемпе авиаци вырнаçтармашкăн Германи лайăх вырăн йышăннă, Скандинавинчи çĕрсенчен паха таварсем туртарса килессине çамăллатнă.