Александри Гипатийĕ (Ипати) – (370 , Александрия- 415, Александрия) - астрономи, математика, механика, философи енĕпе ĕçленĕ ăсчах. Хăйĕн ашшĕ, Александри шкулĕн ăсчахĕсем шутне керекен Александри Теонĕнчен вĕреннĕ.

Гипатия
Ὑπᾰτία ἡ Ἀλεξάνδρεῖα
Çуралнă вăхăт: 370
Çуралнă вырăн: Александрия
Вилнĕ вăхăт: 415
Вилнĕ вырăн: Александрия
Ăслăх сфери: астрономи, математика, механика, философи

400-мĕш çул патнелле Александри шкулне лекци вулама чĕннĕ. Унта вăл философи кафедрине йышăннă. Платонпа Аристотель философине, математика вĕрентнĕ. Астрономи тапăлĕсене шутланă. Перг Апполони тата Александри Диофанчĕн ĕçесене комментариленĕ.

Гипати хер ах хатĕрĕсене шутласа кăларнă е аталантарна тесе шутлаççĕ: дистиллятор, ареометр (шĕвексен тачăлăхне виçмелли хатĕр), Астроляби [çăлкуç?]. Нумай ĕçĕсене ашшĕпе, Александри Теонĕпе, пĕрле çырнă тесе шутлаççĕ.

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Гипати тата астроляби тӳрлет


Асăрхавсем тӳрлет