Воук хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Герман Воук (акăл. Herman Wouk; 1915, çу, 27) — американ çыравçи, Пулитцер парнин лауреачĕ[1].

Герман Воук
Herman Wouk
Çуралнă вырăн: Нью-Йорк, АПШ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă
Жанр: роман
Дебют: 19412016
Парнесем: Пулитцер парни

Биографи

тӳрлет

Нью-Йоркра Раççей империнчен куçса килнĕ еврей çемьинче çуралнă. Колумби университетĕнче пĕлӳ илнĕ, каярах философие харпăр çынсем патĕнче вĕреннĕ, радиоертӳçи пулса ĕçленĕ. 1942 çултанпа АПШ ТÇВ хĕсметĕнче тăнă, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Лăпкă океан вăрçă театрĕнче çапăçнă. Пĕрремĕш романĕ 1947 çулта пичетленсе тухнă.

Пултарулăхĕ

тӳрлет

Чи паллă романĕсем: The Caine Mutiny (1951, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче çар карапĕ çинчи ĕçсем пирки; уншăн вăл Пулитцер премине тивĕçнĕ), The Winds of War тата War and Remembrance (1971 тата 1978; Холокост çинчен)[2].

Çемье

тӳрлет
  • Ашшĕ — Авраам Исаак Воук.
  • Амăшĕ — Эстер Левин.
  • Шăллĕ — Виктор Воук (1919—2005), американ ăсчахĕ, инженер.
  • Арăмĕ — Бетти Сара Браун (1920—2011), мăшăрăн виççĕ ача çуралнă.
  • Аслă ывăлĕ — Авраам Воук (1946—1951).
  • Вăтам ывăлĕ — Джозеф Воук.
  • Кĕçĕн ывăлĕ — Натаниэль Воук.

Экранизацисем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Twin Imaging Technology preserves personal journals for Pulitzer Prize author, Herman Wouk 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ..
  2. ^ Beichman, Arnold, Herman Wouk: The Novelist as Social Historian 77, 81 (Transaction Books 1984, ISBN 0-87855-498-X).