Германи валли альтернатива
Германи валли альтернатива (ним. Alternative für Deutschland, AfD) - Германири националистсен партийӗ. Парти официаллӑ майпа 2013 ҫулхи нарăс уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Европа союзне тата НАТОна критиклет, Германие массӑллӑ миграцие хирӗҫ тӑрать. Парти Раҫҫейпе тачӑрах ҫыхӑну тытма пулӑшать. ГвА социаллӑ-экономикӑллӑ енчен те социокультурӑллӑ енчен те наци-консервативлӑ юхӑм шутланать.
Европарламентра парти ытти националистла партисемпе ӗҫлет. Партин чи ҫывӑх партнерӗсем Хӗвелтухӑҫ Европӑран килеҫҫӗ. Парти Австри Ирӗклӗх Партийӗпе те тачӑ ҫыхӑну тытать.
Парти ертӳҫисем — Алис Вайдель тата Тино Хрупалла.