Герен, Камиль
Жан-Мари Камиль Герен (фр. Jean-Marie Camille Guérin, Декабрӗн 22-мӗшӗ 1872, Пуатье — Июнӗн 9-мӗшӗ 1961, Париж) — Франци ăсчахĕ, ветеринари врачӗ, бактериолог тата иммунолог. 1920-мĕш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Альбер Кальметпа пĕрле туберкулёзпа кĕрешекен BCG (БЦЖ) вакцина шутласа кăларнă.
Биографи
тӳрлетК.Герен пуян мар ҫемьере ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ те, амӑшӗ те туберкулезпа чирлесе (ашшӗ — 1882 ҫулта, амӑш— 1918 ҫулта) вилнӗ.
1892 ҫултан пуҫласа 1896-мĕш çулччен Альфорти наци ветеринари шкулĕнче вĕреннĕ, студент пулнă чухнех патолога пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ.
1897 çулта ăна Лилльти Пастер Институчĕн уйрăмне ĕçе илнĕ. Малтанлăха вăл Альберт Кальмет врач-бактериолог тата иммунолог ертсе пынипе ĕçленĕ. Наука карьерине, Кальмет сывороткине (çĕлен сăхнин наркăмăшне пĕтерекен) тата чечче чирĕпе кĕрĕшекен вакцина хатӗрлессишӗн яваплӑ специалист пек пуçланă.
Вӑл тӗпченине пула чечче чирне хирĕç кĕрешекен вакцинăна тăвакан технологие самаях лайӑхлатнӑ, каярах вара вирулентность степенне тупакан мелне шутласа тупнă.
1900 ҫултан пуçласа — Лилльри лаборатори заведующийӗ. Ун хыҫҫӑн, 1905 ҫултан пуҫласа 1915 таран тата 1918-1928 çулсенче Камиль Герен, Кальметпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ май, туберкулеза хирӗҫ вакцина туса кӑларассипе тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ.
1905 ҫулта вӗсем иккĕшĕ микобактерисен (Mycobacterium) хăватне чакаракан меслет шутласа тупнă. 1908 ҫулта иммунологи енчен активлӑ, вакцина пек усă курăнма пултаракан препарат (БЦЖ) ӑнӑҫлӑ тунă хыҫҫӑн тĕпчев ĕçĕсен результачĕсене пичетлесе кăларнă.
1921 ҫулта вӗсем медицинӑра усӑ курма пултаракан тухӑҫлӑ вакцина тума пултарнă.
1928 çулта Камиль Герен Парижа куҫса Пастер Институчĕн туберкулёзпа кĕрешекен служби директорӗ пулса тӑнӑ.
1939-мĕш çултанпа — Туберкулезран хӳтӗлекен наци комитечӗн вице-президенчĕ. 1948 ҫулта Герен калакан Пӗрремӗш Пӗтӗм тӗнчери БЦЖ çинчен калакан конгресӑн председателӗ пулса тăнă.
1949 ҫулта ăна Францин ветеринари академийĕн президентне, 1951 çулта — медицина Академийĕн президентне суйланă.
1955 ҫулта Францин ăслăлăх академийӗ ăна наукăри çитĕнÿсемшĕн паракан Гран-припе чысланă.
Вăл 1961-мĕш çулта (88 çулта чухне) Парижри Пастер больницинче вилнĕ, ăна Мари арăмĕпе Шательро хулинче пытарнă.