Гейзерсен Айлăмĕ

(Гейзерсем Айлăмĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Гейзерсен Айлăмĕ, — Кроноцки биосфера заповедникĕн пĕр ту хушшинчи çитме мелсĕр хушăкра вырнаçнă. Унта вертолётпа çеç çитме пулать. Ку айлăма ЮНЕСКО-н Пĕтĕм тĕнчери çутçанталăк пурлăхĕ кĕртнĕ.

Кунти гейзерсене 1941 çулхи ака уйăхĕнче Кроноцки заповедникĕн ĕçченĕ Татьяна Устиновăпа çула кăтартакан Анисифор Крупенин итĕлмен уçнă. Вĕсем Гейзер юханшывĕ хĕррипе 5 çухрăм тăршшĕпе вырнаçнă, «Первенецран» пуçласа Виççĕллĕ шывсикки патĕнчи «Çӳлти гейзер» таран. Ку айлăмра пурĕ 20 патнелле пысăк гейзер. Чи пысăкки, «Великан» ятли, шыва 40 метр çуллĕшне пĕрĕхтернĕ, пăсĕ вара темиçе çер метр таран хăпарнă.

Пĕрисем шывне кашни 10-12 минутран пĕрĕхтереççĕ, теприсем вара 4-5 сехет хушшинче.

Туризм

тӳрлет

1967 çулта ку вырăна ахаль туристсене çӳреме чарнă. 1977 çулта вара ку вырăна пур туриста та кĕме чарнă. 1993 çулта ку вырăнта ятарлă инфраструктура туса лартнă хыççăн çеç туристсем валли алăка уçнă.

Хальхи вăхăтра ку айлăма йĕркеленнĕ ушкăнсене анчах кĕртеççĕ. Çулталăк хушшинче çапла айлăма пурĕ виçĕ пин патнелле турист килсе каять.

Гейзерсен Айлăмĕ пĕтни

тӳрлет

2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче икĕ сель юхăмĕсем ку çутçанталăк палăкне пĕтернĕ. Пĕрремĕш юхăм иртсе кайнă хыççăн кунти 19 туриста тата ку вырăнта ĕçлекен 6 ĕçчене вертолётпа Петропавловск-Камчатскине леçнĕ.

Ку пĕрремĕш пăтăрмах пулман. 1981 çулта ку тăрăхта Эльза ятлă тайфун иртсе кайнă. Ун хыççăн Гейзер юханшывĕнчи шыв темиçе метр çӳллĕшне хăпарнă. Вăйлă шыв темиçе метр сарлакăш чулсене вырăнтан хускатся юхтарса кайнă. Çапла вара «Мăн кăмака» (Большая Печка) гейзер пĕтнĕ, «Малахитлă» ятли самай ваннă.