Гапакс
Га́пакс (грек. ἅπαξ λεγόμενον — «пĕр хут çеç асăннăскер»[1]) — пĕр-пĕр текстсен корпусĕнче пĕр хут çеç асăннă сăмах. Калăпăр, боливар («уйрăм шлепке») — Пушкинăн гапаксĕ («Евгений Онегинра» çеç пĕр тĕлте тĕл пулать). Ку «гапакс» термин Библи тĕпчевĕсемшĕн кăтартуллă, унта темиçе çĕр унашкал сăмах тупса палăртнă[2].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Hapax legomenon | Define Hapax legomenon at Dictionary.com 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ HAPAX LEGOMENA. 1906 Jewish Encyclopedia