Галкин Андрей Петрович

Галкин Андрей Петрович Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Кульцав ялĕнче 1961 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çуралнă. 1986 çултанпа Раççей кĕвĕçĕсен ушкăнĕнче.

Пурнăçĕ тӳрлет

Ашшĕ-амăшĕпе Çĕмĕрле хулине куçса кайнă, унта вăл музыка шкулĕнче фортепиано класĕпе вĕренсе тухнă. Кайран, 1976-1982 çулсенче - Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче теори уйрăмĕнче вĕреннĕ тата композиципе ăна В. А. Ходяшев пĕлӳ панă. 1982-1989 çулсенче Чулхулари консерваторире композициипе А. А. Нестеров профессор патĕнче вĕреннĕ, çав хушăрах хĕсметре те тăнă. Консерватори хыççăн Шупашкара таврăннă. ТЮЗра ĕçленĕ, кайран Чăваш патшалăх филармонин "Сеспель" ансамблĕн кĕвĕ ертӳçи пулнă.

Ĕçĕсем тӳрлет

Виолончельпе фортепиано валли çырнă соната, Пассакалья, "Легенда" камерăллă оркестр валли çырнă поэма, Офферторий (Прино­шение?), Юхма Мишши çырнипе "Мальчик с пальчик" ачасен балет-юмахĕ, Фортепиано валли сюита, струнăллă Квартет (Вариацисем), Тăватă тромбон валли квартет, Симфони оркестрĕ валли чăваш кĕввисен пĕр пайлă увертӳри.