Галикарнасри мавзолей

Галикарнасри мавзолей, — «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен паллă çурт. Ку çурта тунă хыççăн çавăн пек çуртсене çакăн пек ят панă, çав шутра Хĕрлĕ лапамри мавзолея та Мавсол /е Мавзол/ текен патша хăйне тупăк çуртне хуртарса ĕмĕр-ĕмĕре вилĕмсĕрлетес тенĕ. Тупăк çуртне патша ячĕпе Мавзолей тенĕ, малашне пытармалли пысăк тупăк çурчĕсене пурне те çапла калама пуçланă. Мавсол хăй пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте Перси империне кĕнĕ Кари хуçи пулнă. Хăйĕн йăмăкне Артемисие качча илнĕ. Арăмĕ упăшки вилнĕ хыççăн Галикарнасра, патшалăхăн тĕп хулинче, мавзолей туса пĕтернĕ. Çавна май хăйне валли те унта хисеплĕ вырăн палăртса хунă.

Галикарнасри мавзолей

Ку вăл 50 метр çӳллĕш виçĕ хутлă çурт пулнă. Унтах Мавсолпа Артемисие ӳкерсе панă мрамор скульптура пулнă. Аялти хутне 15 колонна тĕревлесе тăнă, унтах вилесене хумалли храм пулнă, вăл 5000 тăваткал метр йышăннă.

Мавзолей арканни

тӳрлет

Галикарнасри мавзолей XV ĕмĕрччен упраннă. Çĕр чĕтреннипе вăл хытах сиенленнĕ, çакăн хыççăн рыцарь-иоаннитсем мавзолее хăйсене валли чул мăнастир тума пăснă. XIX ĕмĕрте археологсем мавзолей юлашкийĕсене, çав шутрă Мавсолпа Артемиси статуйисене, ытти эрешсене чавса кăларнă. Вĕсем Британири музейре упранаççĕ.