Вырăс мăянĕ
Вырăс мăянĕ[1] (лат. Amaránthus retrofléxus) — пĕрçуллăх курăкла ÿсентăран, Амарант (Amaranthus) ретĕнчи тĕс, Амарантлисем (Amaranthus) йышран.
Чăваш халăхĕн кулленхи чĕлхинче «мăян» çав тери анлăн усă куракан сăмахсенчен пĕри шутланать. Çав мăхăтрах мăянăн тĕсĕсем те пайтах. Час-часах мăян, суя мăян, шурă мăян, хура мăян, чăваш мăян, вырăс мăян тата урăхла та каланисене илтме пулать. Вĕсене пурне те ботаника тĕлĕшĕнчи специалистсен йĕркене кĕртсе майлаштарас пулать.
Суя мăян тата мăян тенисене илес пулсан вара, кунта ÿсентăрансен генеалоги енчен çывăх, анчах тĕрлĕ таксонсемпе çыхăннă пĕрлĕхĕсем пирки сăмах пырать.
Асăннă ÿсентăрансем пурте тенĕ пекех çумкурăк пулнăран, ахаль хресчене çавнашкал уйрăмлăхсене пĕлни кирлех те мар темелле. Анчах та хăшпĕрисем çиме юрăхлă шутланаççĕ. Вĕсене, çавна кура, çиме юрахсăррисенчен уйăрма пĕлни кирлĕ. Çакă уйрăмах выçлăх çулĕсенче (1921, 1922 тата ытти те) пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.
Этимологи
тӳрлетКу ÿсентаран Çурçĕр Америкăран килсе ернĕ. Малтан Европăра пулман. Ку ĕнер-паян мар, тахçанах пулнă. Ун чухнехи чăвашсем нимле «Америка» çинчен те пĕлмен. Çавăнпа та вĕсем ÿсентăрана «Америка мăянĕ» мар, «вырăс мăянĕ» тенĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Толковый словарь Даля. — 1863—1866 2015 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
Литература
тӳрлет- Васильченко И. Т. Amaranthus retroflexus L. — Щирица запрокинутая // Флора СССР : в 30 т. / гл. ред. В. Л. Комаров. — М. ; Л. : Изд-во АН СССР, 1936. — Т. 6 / ред. тома Б. К. Шишкин. — С. 362—363. — 956, XXXVI с. — 5200 экз.
- Губанов И. А. и др. 506. Amaranthus retroflexus L. — Амарант запрокинутый, или Щирица обыкновенная // Иллюстрированный определитель растений Средней России. В 3 т. — М.: Т-во науч. изд. КМК, Ин-т технолог. иссл., 2003. — Т. 2. Покрытосеменные (двудольные: раздельнолепестные). — С. 115. — ISBN 9-87317-128-9.
Каçăсем
тӳрлет- Щирица запрокинутая: таксон пирки информаци Плантариум сайт хыпарĕсен базинче (2012 çулхи Ҫурла уйӑхӗн 1-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)