Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Во пăхăр.

Во (фр. Vaud, ним. Waadt) — Швейцарин анăçĕнчи франс чĕлхиллĕ кантон. 734 356 çын пурăнать (2012), е кантонсем хушшинче 3-мĕш вырăн. Администраци центрĕ — Лозанна хула. Пурăнакан халăхăн çурри Лозанна агломерацинче вырнаçнă.

Во
фр. Vaud, ним. Waadt
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх Швейцари ялавĕ Швейцари
Статус Кантон
Администраци центрĕ Лозанна
Йĕркеленĕ вăхăт 1803
Официаллă чĕлхесем франс
Пурăнан халăх 734 356 çын
Йышлăх 228,62 çын/çм² (12-мĕш вырăн)
Лаптăк 3212,1 çм²
Тинĕс
шайĕнчи çӳллĕшĕ
 • Максималлă çӳллĕ вырăн

Во карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ CET (UTC+1, çулла UTC+2)
ISO 3166-2 кочĕ CH-VD
Автом. номерĕсен кочĕ VD
[vd.ch Сайчĕ]
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Географи

тӳрлет
 
Лавăри терраса иçĕм тĕммисем Женева кӳлли çыранĕнче

Лаптăк — 3212 км² (4-мĕш вырăн кантонсем хушшинче). Во кантон Швейцарин анăçĕнче территорипе чи пысăкки. Вăл Леман кӳлĕн çыранĕнчен (Женева) Невшателпе Муртен кӳллисене çити тăсăлать. Анăç енче вăл Франципе (Эн, Юра тата Ду департаменчĕсем), çаплах кăнтăр енче (департамент Тури Савойя) чикĕ тытать.

Шалти чикĕсем: кăнтăр-анăçĕнче Женева кантонĕпе, çурçерте Невшатель кантонĕпе, тухăçра Берн тата Фрибур кантонĕсемпе, тата, юлашкинчен, кăнтăр-тухăçĕнче Вале кантонĕпе. Кунта иккĕ ту хысакĕ: Юра анăçра тата Альпы кăнтăр-тухăçра. Женева кӳлли хĕррипе капăр курортсем вырнаçнă, вĕсене Швейцари Ривьери теççĕ.

2007 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче Лавăри терраса иçĕм тĕммисене ЮНЕСКО Мĕнпур тĕнчери еткерлĕхне кĕртнĕ.[1]

Истори

тӳрлет

Pagus Valdensis латин ячĕ, Pays Vaudois франс ячĕ, çаплах Вăрман Çĕршывĕ — çак территорисене çак ятсене VII ĕмĕрте панă.

1265 çулта Савойя херцăклăхĕ ярса илнĕ. Бургунд вăрçисенче Берн кантонĕн çарĕсем хальхи Во территорин чылайăшне ярса илнĕ те 1536 çул тĕлне ăна аннексиленĕ. Нимĕçле пуплекен администрацие франс чĕлхиллĕ халăх ытлах юратманан. 1723 çулта Берна хирĕçле Жан Давель ертсе пынипе пăлхав хыпса тухнă, ăна кĕçех пусарнă.

Пурăнан халăх

тӳрлет

Ытларахăшĕ франс чĕлхипе пуплет. Берн аннексилесен Во территоринче протестант тĕнĕ çирĕпленет. Тĕне тыткансем халĕ (2000) — протестантсем (40 %) тата католиксем (34 %). Католиксен йышĕ ӳсни иммиграципе çыхăннă: 2010 çулта 28 % ютçĕр çынĕ пурăннă.[2]

Администрациллĕ пайлану

тӳрлет
 
Во кантонĕн тăрăхĕсем.

2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен кантона 19 тăрăх кĕнĕ: Обонн, Коссонэ, Эшаллен, Эгль, Орб, Ролль, Ньон, Грансон, Валле, Лозанна, Лаво, Морж, Мудон, Ивердон, Орон, Пейерн, Веве, Аванше, Вев, 2008 çулхи кăрлач хыççăн — 10 тăрăх:

Патшалăх тытăмлăхĕ

тӳрлет

Саккун тăвакан орган — Мăн Канаш (Grand Conseil), ĕçтăвакан орган — Патшалăх Канашĕ (Conseil d'État), апелляци инстанци суче — Кантон Сучĕ (Tribunal cantonal), пĕрремĕш инстанци сучĕсем — район сучĕсем (Tribunaux d’arrondissement).

Экономика

тӳрлет

Женева кӳллин çыран хĕрри, Швейцари ривьерипе пĕрле, турбизнесăн пысăк центрĕ шутланать. Кантонăн айлăмĕнче ял хуçалăх ĕçĕ аталаннă, сăмахран, Швейцарире эрех тăвассипе Во иккĕмĕш кантон пулать.

Вевере Nestlé компанин тĕп оффисĕ вырнаçнă; Лозаннăра — Philip Morris International операци центрĕ, çаплах Banque Cantonale Vaudoise тĕп оффисĕ; Морж хуларан инçе мар — Logitech штаб-хваттерĕ.

Жу айлăмĕнче швейцар сехечĕсене тăваççĕ. Кунта чылай паллă фирмăсен — Audemars Piguet, Blancpain, Patek Philippe, Vacheron Constantin тата Jaeger-LeCoultre — ĕç лаптăкĕсем вырнаçнă.

Пĕлӳлĕх

тӳрлет

Кантон территоринче темиçе вĕренӳ керменĕ вырнаçнă, çав шутра Лозанна университечĕ, Лозанна федераци политехника шкулĕ, Ивердон Аслă Инженер Шкулĕ

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет