Википеди:Ăслăлăх терминĕсем


А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
  • Аберрация — аберраци.

Çутă пайăркисем тăрă хутлăхсем пĕр пек маррине пула тӳрĕ йĕртен пăрăннине аберраци теççĕ.

  • Абсолютная влажность — абсолютлă нӳрĕлĕх.

Пĕр кубла метр (1 м3) сывлăшри шыв пăсĕн хисепне абсолютлă нӳрĕлĕх теççĕ.

  • Абсолютная температура — абсолютлă температура.

Термодинамика виçкĕчĕпе палăртакан температурăна хушăран абсолютлă температура теççĕ.

  • Абсолютная шкала температур, шкала Кельвина — температурăн абсолютлă виçкĕчĕ, Кельвин виçкĕчĕ.

Виçесен тĕнчери системинче температурăн абсолютлă (термодинамика) виçкĕчĕпе, е Кельвин виçкĕчĕпе, усă курма йышăннă.

  • Абсолютное значение числа — хисепĕн абсолютлă пысăкăшĕ.

Шут пуçламăшĕпе хисепе палăртакан пăнчă хушшине хисепĕн абсолютлă пысăкăшĕ теççĕ.

  • Абсолютное удлинение — абсолютлă вăрăмлану.
  • Абсолютный — абсолютлă (нимĕнле условипе те çыхăнман, хăй халлĕ).
  • Абсолютная величина — абсолютлă пысăкăш.
  • Абсолютный нуль температуры — температурăн абсолютлă нулĕ (Цельсипе: −273,15°).
  • Абсолютный показатель преломления — хуçăлăвăн абсолютлă кăтартăвĕ.

Вакуумрипе танлаштарсан пĕр-пĕр хутлăхра çутă мĕн чул хуçăлнине çав хутлăх хуçăлăвĕн абсолютлă кăтартăвĕ теççĕ.

  • Абсцисса — абсцисса.
  • Абсцисса точки — пăнчă абсцисси.
  • Авометр, ампервольтомметр — авометр.

Авометр — амперметртан, вольтметртан тата омметртан тăракан виçев хатĕрĕсен пуххи.

  • Автоклав — автоклав.

Автоклав — савăтри пусăма ӳстерсе шыв вĕренин температурине 100°-ран (C) ирттерме май паракан ăшăтмалли система.

  • Автоколебания — авточӳхенӳ (пĕр-пĕр системăн шалти хăвачĕпе пулакан сӳнми чӳхенӳ).
  • Автоколебательная система — авточӳхенӳ системи.
  • Автотрансформатор — автотрансформатор.

Автотрансформатор — приборсем патне пыракан электричество токĕн карулăхне майĕпен пысăклатма е пĕчĕклетме май паракан хатĕр.

  • Агрегатное состояние вещества — япалан агрегат тăрăмĕ (вăл хытă, шĕвĕ, газ йышши е плазма евĕрлĕ пулни).
  • Адиабатный (адиабатический процесс) — улăшусăр процесс.

Система ăшă урлă энерги илмен тата паман процеса улăшусăр процесс теççĕ.

  • Адроны — адронсем.

Вăйлă хутшăнусене кĕрекен ансат пĕрчĕксен класĕ.

  • Аккомодация глаза — куç майлашни.

Куç тĕрлĕ инçĕшри япаласене уçăмлă курма пултарнине куç майлашни теççĕ.

  • Аккумулятор — аккумулятор (электричествăна пухса каплантаракан хатĕр).
  • Аксиома — аксиома, кĕрет чăнлăх.

Ансат фигурăсен тĕп пахалăхĕсене уçса паракан шухăшсене çирĕплетмесĕр йышăнаççĕ, вĕсене аксиомăсем теççĕ.

  • Аксиоматика — аксиоматика.
  • Аксиоматический метод — аксиоматика меслечĕ.
  • Активное сопротивление — активлă (хастарлă) чăрмавлăх.
  • Активность Солнца — Хĕвел активлăхĕ (хастарлăхĕ).
  • Акустика — акустика.

Физикăн сасă (акустика) пулăмĕсене тĕпчекен уйрăмне акустика теççĕ.

  • Акустический резонанс — сасă резонансĕ.
  • Алгебра — алгебра.
  • Алгебра событий — пулнă ĕçсен алгебри.
  • Алголь — алголь.

Йĕкĕр спектрлă çăлтăр пайĕсем çаврăннă май пĕр-пĕрне хуплама пултараççĕ. Çавăн йышши çăлтăрсене алгольсем теççĕ.

  • Альтиметр, высотомер — альтиметр (вырăн çӳллĕнше виçмелли хатĕр).
  • Альфа-излучение, α-излучение — альфа пайăркалав (альфа пайăркасем сарăлни).
  • Альфа-лучи, α-лучи — альфа пайăркасем, α пайăркасем (альфа пĕрчĕксен юххи).
  • Альфа-частица, α-частица — альфа пĕрчĕк, α пĕрчĕк (гели атомĕн тĕшши, вăл икĕ протонпа икĕ нейтронран тăрать).
  • Аморфное тело — тытăмсăр ӳтлĕх (атомĕсем çирĕп йĕркесĕр вырнаçни).
  • Ампер, А — ампер, А (электричество токĕн вăйне палăртмалли виçе).
  • Амперметр — амперметр (электричество токĕн вăйне виçмелли хатĕр).
  • Амплитуда колебания — чӳхенӳ чикки.

Чӳхенекен система лăпкă тăнипе танлаштарсан чи нумай улшăннине чӳхенӳ чикки теççĕ.

  • Амплитудная модуляция — чӳхенӳ чиккин улшăнăвĕ.
  • Анализ — анализ, тишкерӳ.
  • Математический анализ — математика анализĕ (математика ăслăхĕн пĕр пайĕ).
  • Анизотропия — анизотропи (ӳтлĕхĕн тĕрлĕ пайĕсенче физика уйрăмлăхĕсем пĕр пек пулманни).
  • Анизотропное тело — анизотроплă ӳтлĕх.

Тĕрлĕ енĕпе (ăшă ярасси, механика çирĕплĕхĕ, электричество ярасси тĕлĕшĕпе) пахалăхĕсем уйрăлса тăракан ӳтлĕхе анизтроплă ӳтлĕх теççĕ.

  • Анизотропность — анизотропилĕх.
  • Аннигиляция — аннигиляци (тӳнтер пĕрчĕксем пĕр-пĕрне пĕтернипе урăх пĕрчĕк пулни, сăмахран, электронпа позитрон пĕтнипе икĕ фотон пулать).
  • Анод — анод (электроток паракан хатĕрĕн пурлă полюсĕ; унпа çыхăнтарнă электрод).
  • Анодирование, гальваностегия — анодлав, анодлани (электролиз чухне япалана металл сийĕпе витни).
  • Антенна — антенна (радио хумĕсем йышăнмалли е парса тăмалли хатĕр.)
  • Антивещество — тӳнтер япала (ахаль йышши мар, тӳнтер пĕрчĕксенчен тăраканни).
  • Антинейтрон — тӳнтер нейтрон.
  • Антипротон — тӳнтер протон.
  • Античастица — тӳнтер пĕрчĕк (ытти енĕпе пĕр пек, анчах электричество авăрлавĕ тĕлĕшĕнчен хирĕçле ансат пĕрчĕксем, сăм. протон — тӳнтер протон, электрон — позитрон; вĕсем тĕл пулнипе аннигиляци пулать).
  • Апекс — апекс (Хĕвел системи хăш еннелле куçнине кăтартать).

Апекс енчен çăлтăрсем пирĕн паталла вăтамран 20 çм/çек хăвăртлăхпа çывхараççĕ, хирĕç енчен вара вăтамран çав хăвăртлăхпах пирĕнтен каяççĕ.

  • Апофема — апофема.

Тĕрĕс касăк пирамидăн аяк енĕсем — пĕр пек тан енлĕ трапецисем; вĕсен çӳллĕшĕсене апофемăсем теççĕ.

  • Ар — ар (çĕр лаптăкĕн виçи — 100 м2).
  • Аргумент — аргумент.
  • Аргумент функции — функци аргуменчĕ.
  • Аргумент комплексного числа — комплекслă хисеп аргуменчĕ.
  • Ареометр — ареометр (шĕвек тачăлăхне виçсе пĕлмелли хатĕр).
  • Арифметика — арифметика.
  • Арифметический — арифметикăн.

Арифметика вăтам хисепĕ — хисепсен хушăнчăкне хушăнансен хисепĕ çине пайласан пулакан хисеп.

  • Архимедова сила — Архимед вăйĕ.

Ӳтлĕхе шĕвекрен е газран хĕссе кăларакан вăя Архимед вăйĕ теççĕ.

  • Ассоциации звёздные — çăлтăрсен пĕрлешĕвĕсем.
  • Астероиды — астероидсем.

Хĕвел системинче пĕчĕк планетăсем (астероидсем) йышлă, вĕсенчен чылайăшĕ Марспа Юпитер орбитисем хушшинче куçаççĕ.

  • Астрономическая единица (единица расстояния) — астрономи виçи (инçĕш виçи).
  • Астрономия — астрономи.

Астрономи — чи авалхи ăслăхсенчен пĕри, вăл çынсен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерме çуралнă, вĕсемпе пĕрлех аталаннă.

  • Астрофизика — астрофизика (физикăн тӳпери ӳтлĕхсен тытăмне, тĕнче уçлăхĕнчи физика пулăмĕсене тĕпчекен уйрăмĕ).
  • Атмосфера — атмосфера (пусăма пăлартмалли виçе; вăл 760 мм çӳллĕш чĕр кĕмĕл юпин пусăмĕпе тан — 101 300 Па).
  • Атмосферное давление — атмосфера пусăмĕ.
  • Атом — атом.

Молекула тăвакан вак пĕрчĕксене атом теççĕ.

  • Атомная единица массы — атомлă масса виçи (126C йышши углерод изотопĕн сулăмĕн 1/12 пайĕпе танлашать).
  • Атомная масса — атом масси (пĕр-пĕр элемент атомĕн атом массин виçипе палăртнă сулăмĕ).
  • Атомная физика — атом физики (физикăн атом тытăмне тата улшăнăвĕсене тĕпчекен уйрăмĕ).
  • Атомная электростанция, АЭС — атом электростанцийĕ, АЭС (тĕшĕ реакторĕн ăшшипе ĕслекенни).

Тĕшĕ энергийĕнчен электричество энергийĕ тăвакан электростанцисене атомлă электростанцисем теççĕ. Ун йышши электростанцисенче реакторта тĕшĕ пайланнă чух пулакан энергипе шывран пăс тума усă кураççĕ, кайран çав пăс генераторпа çыхăннă турбинăна çавăрать.

  • Атомная (ядерная) энергия — атом энергийĕ (атом тĕшши улшăннипе пулаканни).
  • Атомное ядро — атом тĕшши (атомăн пурлă май авăрланнă вăта пайĕ, вăл протонсенчен тата нейтронсенчен тăрать).
  • Атомный реактор — атом реакторĕ.

Тĕшĕ пайланăвĕн реакцине йĕркелесе пыма май паракан хатĕре атом (е тĕшĕ) реакторĕ теççĕ.

  • Афелий — афели (планета орбитин Хĕвелтен чи аякри пăнчи).
  • Аэродинамика — сывлăш динамики, аэродинамика.

Аэродинамика — физикăн ӳтлĕхпе сывлăш хутлăхĕ пĕр-пĕрне еплерех витĕм кӳнине тĕпчекен пайĕ.

  • Аэродинамическая труба — сывлăш динамикин пăрăхĕ.

Сывлăш динамикин пăрăхĕ — ӳтлĕхпе сывлăш (вĕçев аппарачĕсем, сооруженисем) пĕр-пĕрне еплерех витĕм кӳнине тĕпчемелли хатĕр.

  • Аэростат — аэростат (сывлăшран çăмăлрах газ тултарнă вĕçмелли аппарат).
  • База транзистора — транзистор бази.

База — транзисторăн виçĕ пайĕнчен пĕри.

  • Базис — базис.

Япалана сăнамалли вырăнсем пĕр-пĕринчен аяккарах пулсан, у. к. базис пысăкрах пулсан, япала инçĕшĕ улшăнман чухне параллакслă шăвăм та пысăкрах.

  • Баллон — баллон.

Баллон — газсемпе шĕвексене упрамалли савăт.

  • Барокамера — барокамера.

Ăшĕнче, атмосферăрипе танлаштарсан, пысăкрах е пĕчĕкрех пусăм тума май паракан камерăна барокамера теççĕ.

  • Барометр — барометр (атмосфера пусăмне виçмелли хатĕр).
  • Барометр-анероид — анероид барометр (сывлăш пусăмне виçме çӳхе тимĕртен тунă, сайратнă сывлăш тултарнă хатĕр).
  • Батарея элементов — элементсен батарейи (электричество паракан элементсене вĕçе-вĕçĕн пĕрлештерни).
  • Батискаф — батискаф.

Тинĕсе тарăн вырăнсенче тĕпчемелли хатĕр. Батискаф караппа çыхăнман, унăн хăйĕн двигатель пур, шыв айĕнче кирек ăçталла та куçма пултарать.

  • Батисфера — батисфера.

Тинĕсе тарăн вырăнсенче тĕпчемелли хатĕр. Ăна тинĕсе троспа ятарлă карап çинчен антараççĕ.

  • Бел, Б — бел, Б (акустикăра усă куракан виçе; унпа, сăмахран, сасă вăйне виçеççĕ).
  • Белые карлики — шурă карликсем.

Хĕрлĕ улăпсен тачă та вĕри варринче гелирен углерод тăвас телĕшпе синтез реакцийĕ пырать. Гели саппасĕсем чакнăçемĕн гелирен углерод тăвакан реакци вĕçленет. Çăлтăр хĕсĕнет, шурă тĕслĕ питĕ çăтă карлик пулса тăрать.

  • Бета-излучение, β-излучение — бета пайăркалав (бета пайаркасем сарăлни).
  • Бета-лучи, β-лучи — бета пайăркасем, β пайăркасем (бета пĕрчĕксен юххи).
  • Бета-радиоактивность — бета радиоактивлăх, бета радиохастарлăх.
  • Бета-частица — бета пĕрчĕк, β пĕрчĕк.

Радиохастарлă пайлану пулнă чух тухакан электронсене бета пĕрчĕксем теççĕ.

  • Биллион — биллион, бĕльюн (миллиард, пин мĕльюн).
  • Биофизика — биофизика (чĕрĕ организмсенчи физика процесĕсене тĕпчекен ăслăлăх).
  • Биссектриса — биссектриса (кĕтесе çурмалла пайлакан тӳрĕ йĕр).
  • Биссектриса угла — кĕтес биссектриси.
  • Биссектриса треугольника — виç кĕтеслĕх биссектриси.
  • Блок — шалтăрма (йывăр япала çĕклемелли хатĕрсен пайĕ).
  • Болид — болид.
  • Больше — ытларах, пысăкрах.
  • Броуновское движение — Броун куçăмĕ (шĕвекре е сывлăшра сарăлнă япалалăх пĕрчĕкĕсем ним йĕркесĕр куçкалани).
  • Буквенное выражение — саспаллиллĕ палăрту.
  • Бумажный конденсатор — хут конденсатор.
  • Вакуум — вакуум, пушăлăх (атмосферăринчен пĕчĕкрех пусăмлă савăтра газ сайрални).
  • Вакуумметр, вакуумный манометр — вакуумметр, вакуум манометрĕ (савăтсенче вакуум чухне газăн пусăмне виçмелли манометр).
  • Вакуумный насос — вакуум насусĕ.

Савăтра вакуум тума (молекулăсем ун пек чух пĕр-пĕрне перĕнмеççĕ, савăта çеç) май паракан насуса вакуум насусĕ теççĕ.

  • Вакуумный фотоэлемент — вакуумлă фотоэлемент.

Хальхи вакуумлă фотоэлемент кĕленче колба евĕрлĕ, унăн шалаш пайне металăн çӳхе сийĕпе витнĕ. Çав пая катод теççĕ. Тăрă «чӳрече» витĕр колба ăшне çутă кĕрет. Фотоэлемент варринче фотоэлектронсене тытмалли анод пур, ăна диск е пралук ункă евĕр тăваççĕ.

  • Вакуумный электронный прибор — вакуумлă электрон хатĕрĕ.

Вакуумри термоэлектрон эмиссийĕ пулăмĕпе усă куракан хатĕрсене вакуумлă электрон хатĕрĕсем теççĕ. Вĕсен шутĕнче икĕ электродлă электрон лампи, электрон пайăркаллă пăрăх т. ыт. те.

  • Валентность — валентлăх (атом е пĕрчĕк ытти çавнашкал япаласемпе çыхăнăва кĕме пултарни).
  • Валентный электрон — çыхăнуллă электрон (ытти ансат пĕрчĕксемпе çыхăнăва кĕрекенни).

Атомăн тулаш хуппинче вырнаçнă электронсене çыхăнуллисем теççĕ.

  • Ватт, Вт — ватт, Вт (хăват виçи — 1 çеккунтра 1 джоуль чухлĕ ĕç туни).
  • Ваттметр — ваттметр (электричество токĕн хăватне виçмелли хатĕр).
  • Ватт-час, Вт·ч — ватт-сехет, Вт·с (ĕç виçи — 1 сехет хушши 1 ватт хăватпа ĕçлени).
  • Вебер, Вб — вебер, Вб (магнитлă юхăм виçи).
  • Вектор — вектор.
  • Длина вектора (модуль вектора) — вектор тăршшĕ.
  • Коллинеарные векторы — коллинеарлă векторсем.
  • Единичный вектор — виçев векторĕ.
  • Векторная величина — векторлă пысăкăш (хисеплĕ пĕлтерĕшсĕр (модульсĕр) пуçне туртăм пур пысăкăш).
  • Векторное равенство — вектор(сен) танлăхĕ.
  • Венера — Венера.

Венера — Хĕвел системинче пысăк планетăсенчен пĕри.

  • Вероятность — пулаяслăх, пулма пултарни, пулма пултараслăх.
  • Теория вероятности — пулаяслăх теорийĕ.
  • Вероятность событий — пулăмсен пулаяслăхĕ.
  • Вершина — тăрă, тăрри.
  • Вес — йывăрăш.
  • Вес тела — ӳтлĕх йывăрăшĕ.

Ӳтлĕх, çĕрелле туртăннă май, тӳрем çи е чăнкă çакă çине вăй хунине ӳтлĕх йывăрăшĕ теççĕ.

  • Весеннее равноденствие — çурхи кунпа çĕр танлашăвĕ.
  • Весы — тараса.
  • Ветроэлектростанция, ВЭС — çил электростанцийĕ, ÇЭС.

Куçакан сывлăш юхăмĕн энергийĕнчен электричество энергийĕ тума май паракан хатĕре çил электростанцийĕ теççĕ.

  • Ветряной двигатель — çил двигателĕ.

Çил двигателĕсем куçакан сывлăш (çил) энергийĕпе ĕçлеççĕ.