Виçĕ фазăллă ток
Виçĕ фазăллă ток — улшăнуллă ток вăчăрисен нумай фазăллă тытĕмĕсен уйрăм тĕслĕхĕ. Çавнашкал вăчăрара пĕр çăлкуç çуратнă синусоидăлла тата пĕр тăтăшлăхлă виçĕ ЭДС пур, анчах та çав ЭДСсем фаза шăвăнăвĕпе уйрăлса тăраççĕ. Виçĕ фазăллă тытăмра фаза шăвăнăвĕ 2π/3 (120°).