Венăри тĕплĕх биржи

Вена тĕплĕх биржи (Wiener Börse AG, WBAG) — тĕнчери ватă тĕплĕх биржисенчен пĕри, Австрири пĕртен-пĕр сутă-илӳ вырăнĕ, Вена хулинче вырнаçнă. Кунта акцисене, облигацисене тата деривативсене сутаççĕ-туянаççĕ. 1771 çулта майра императăр Мари Терезă патшалăх облигацийĕсемпе сутăç тума йĕркеленĕ. Харпăр компани шутланать.

Тĕплĕх биржă çурчĕ. Рингштрассе. Вена

Тĕп индексĕ WBI (Wiener Boers Index) — тĕплĕх биржири компанисен акцисен тăрăмне кăтартать.

Пулса иртнĕ ĕçсем

тӳрлет
  • 1873 çулхи çу, 9 масштаблă спекуляцисене пула биржăра синкерлĕх пулать, ун хыççăн Пĕрремĕш аслă депресси (тепĕр ятпа Тăсăлăвлă депресси тенĕ) пуçланать, вăл 1896 çула çити пырать. Биржăри сутă-илӳсене чарса лартнă, малтанхи сутă-илӳ çаврăнăшне ĕмĕрсем куçăмĕнче çеç тавăрăннă.
  • 2000 кĕркунне биржă историнчи чи пысăк сутăç ĕçне иртернĕ — Telekom Austria AG компани 14 млрд австри шиллингĕ ($900 млн яхăн) чухлĕ хăйĕн акцийĕсене вырнаçтарнă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет