Векторла уçлăх

Ку ăнлава Векторла уй тенипе пăтраштармалла мар

Векторлалинейлĕ) уçлăх — вектор текен тата вĕсен хушшинче пĕр-пĕрин çумне хушас тата скаляр текен хисеп çине хутлас операцисем пур элементсенчен тăракан математикăлла тытăм[1]. Асаннă операцисене сакăр аксиома палăртса тăраççĕ. Скалярсем чăн, комплекслă е хуть те мĕнле урăх уйсен хисепĕсен элеменчĕсем пулма пултараççĕ. Кунашкал уçлăхăн уйрăм тĕслĕхĕ — 3 хапаллă Евклид уçлăхĕ (унăн векторĕсене, сăмахран, вăйсене палăртма «янтăлама» пулать). Çапах та векторла уçлăхăн векторĕ енлĕ татăк пек пулмасса та пултарать. «Вектор» тенине хуть те мĕнле векторла уçлăхăн элеменчĕ пек анлăлатни терминсене пăтраштарни патне илсе пымасть çеç мар,— вăл анлăлатсан пулакан результатсене тет маларах курма май парать[2].

АсăрхавсемПравить

  1. ^ «Скаляр çине хутласси» тенине «скалярла хутлав» тенипе пăтраштармалла мар.
  2. ^ Ильин, Позняк, 2010, с. 45