Вашингтон Ирвинг
Вашингтон Ирвинг (акăл. Washington Irving; 1783 çулхи ака, 3, Нью-Йоркра — 1859 çулхи чӳк, 28 Тарритаун, штат Нью-Йорк) — АПШ паллă çыравçи.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетМалтан вăл адвокат ĕç-пуçне хатĕрленет. Англипе вăрçнă чух, 1812, Томпкинс генералăн адъютанчĕ пулнă, ун хыççăн сутă-илӳ ĕçне хутшăнса хăйĕн пĕтĕм пурлăхне çухатать. Литерата ĕçлĕхне Ирвинг юмор очеркĕсенчен «Letters of Jonathan Oldstyle» пикенет. Сутă-илӳ ĕçĕсене пăрахса, Ирвинг 1815 çулхи Англи çул çӳревĕнче асăрхаса çырса хăварнисене пичете хатĕрлет; çак «Эскиссен кĕнеки» («Sketchbook of Geoffrey Crayon») палăртуллă пултарулăх ĕçĕ пулса тăрать. Ирвингăн чи паха ĕçĕсем шутĕнче «Дидрих Никербокер каласа кăтартнă Нью-Йоркăн историйĕ» («Humorous history of New York, by Dietrich Knickerbocker») тата «Рип Ван Винкль» («Rip van Winkle») — 20 çул хушши çăвăрнă çын çинчен. Европăна тепĕр хут çитсе çӳресен Ирвинг Парижра «Брейсбридж Холл» («Bracebridge-Hall, or the humorists»; Лондон, 1823); çитес çулĕнче (1824) Англире «Çул çӳревçĕ калавĕсем» («Tales of a traveller») пичетлесе кăларать.
Испанире çыравçă тăватă çул хушши Америка материкне тĕпчесе уçнă тапхăрĕнчи кĕнеке-алçыравĕсемпе кăсăкланать. Çак ĕç тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ — Христофор Колумб пурнăçĕ-хĕлĕ пирки çырнă 3 томлă кăларăм («History of the life and voyages of Christopher Columbus», Лондон, 1828—1830; вырăсла: СПб., 1837), «Voyages and discoveries of the companions of Columbus» (çавăнтах, 1831), «Гранадăна пăхăнтарнине кăтартни » («Chronicle of the conquest of Granada»; 1829) тата «Альгамбра» («Alhâmbra», 1832) романтикăллă калавĕсен пуххи.
Пĕр вăхăт Ирвинг испани патши килĕнче америка элчи пулса ĕçлет.
Ӗçĕсем
тӳрлетКаярах çутта тухнă ĕçĕсем: «Miscellanies» (Л., 1835—1836); «History of Mahomet and his successors» (1849—1850, вырăсла: M., 1857); «Oliver Goldsmith» (Л., 1849); пиллĕк томлă «Вашингтон пурнăçĕ» («Life of George Washington»; Нью-Йорк, 1855—1859).
Çыравçăн пур ĕçĕсен пуххи Нью-Йоркра в 1848—1850, Лондонра 1851 çулсенче тухать.
Каçăсем
тӳрлет- Вашингтон Ирвинг - çыравçă пултарулăхĕ çинчен 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.