Вальки́ри (Valkyrja, Wælcyrge — «вилесене суйлакан») — скандинав халаплăхĕнче, паттăр эккелĕн е конунг хĕрĕ, çапăçу хир çийĕпе çунатлă урхамахпа ярăнса çӳрет, чи маттур эткерсене шырать, вилсен вĕсене Вальхаллăри çӳлти чертогне илсе каять. Утсен çилхисенчен (пĕлĕтсем) пурнăçа пĕтĕлентерекен сывлăм ӳкет, вĕсен хĕçĕсем çутă шевлипе йăлтăртатаççĕ.


Один хăйне итлемесĕр конунгсен кĕрешĕвĕнче çĕнтерĕве Хьяльм-Гуннара мар (Один ăна çĕнтерӳ парăп тесе шантарнă), Агнăра панăшăн ăна айăп тивĕçне тыттарать те ыйхăна путарать (вăл урăх çапăçусене хутшăнмасть — качча тухать); ăна мăн паттăр Сигурд ыйхăран вăратать(«Мăн Эдда», «Сигрдрива пуплевĕсем»).

Валькири сăнарĕпе хальхи литературăн фэнтези жанрĕнче, çаплах компьютер вăййисенче, усă кураççĕ.

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет