Валдай (дискусси клубĕ)

Тĕнчери дискусси клубĕ «Валда́й» (акăл. Valdai Discussion Club) — эксперт-аналитика центрĕ, 2004 çулта Аслă Новгородра йĕркелесе янă. Хăйĕн ятне Клуб пĕрремĕш конференцине Валдай кӳлĕ çывăхĕнче иртернипе тивĕçнĕ.

Владимир Путин «Валдайра калаçни»
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Валдай (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Клубăн тĕп тĕллевĕсене клуба йĕркелекенсем экспертсем, политиксем, пĕрлĕх ĕçченĕсем тата журналистсем хушшинче уçă диалог тума пулăшасси, тĕнчери хутшăнусенчи, политикăри, экономикăри, хăрушсăрлăхри, энергетикăри тата урăх облаçсенчи тĕнчери хальхи проблемăсене сӳтсе явасси, XXI ĕмĕрти тĕнче тытамлăхĕнчи паллă тенденцисемпе процессене маларах тĕпчесси.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет