Вазов Иван Минчев

Ива́н Ми́нчов Ва́зов (9.7.(27.7)1850, Сопот — 22.9.1921, София, Пăлхари) — питĕ паллă пăлхар сăвăçĕсенчен пĕри, ăна тăтăшах пăлхар литературин патриархĕ теççĕ. Вазов пултарулăхĕнче историри икĕ эпоха — пăлхар чĕрĕлĕвĕ тата ирĕклĕ Пăлхари çĕкленĕвĕ çыхăннă. Пăлхар ăслăх академийĕн академикĕ, Пăлхарин халăх партийĕнчен çутĕç министрĕ (7.9.1897 — 30.1.1899) тата Пăлхар çыравçисен пĕрлешĕвĕн хисеплĕ председателĕ.

Иван Вазов
Иван Вазов

Вазов портречĕ
Çуралнă чухнехи ят: Иван Минчов Вазов
Суя ятсем: Пейчин, Добринов, Ц-в, Д. Н-ров, Т. Габровски, Боянец, Белчин, Н-чев тата ур.
Çуралнă вăхăт: 1850, çĕртме, 27
Çуралнă вырăн: Сопот,
ун чухне — Осман империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1921, авăн, 22
Вилнĕ вырăн: София, Пăлхари
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, сăвăç, драматург
Тĕлĕ: реализм
Жанр: лирика, эпос, драма
Ĕçсен чĕлхи: пăлхар
Дебют: «Борът» сăвă
Чыславсем:

Биографи

тӳрлет
 
Иван Вазов çуралнă çурт. Сопот.

1850 çулхи утăн 9-мĕшĕнче (çĕртмен 27-мĕшĕнче кивĕ стильпе) Пловдив облаçĕнчи Сопот хулинче Минчо Вазов купса килйышĕнче çуралнă. Икĕ пиччĕшĕ — Георги Вазов тата Владимир Вазов — генерал пулнă, тепĕр пиччĕшĕ — Борис Вазов — пĕрлĕх ĕçченĕ тата политик. Борис Вазов каласа панипе, Вазовсен ратти Яновени нестрам ялĕнчен (Анăç Македони) тухнă Кирко Иванов Арнаудовран пырать, вăл Сопота XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Али-паша Янинский вăхăтĕнче куçса килнĕ.

Иван Вазов училищере вĕренсе тухнă, яш чухнех вырăс литературипе паллашнă. Çаплах грек тата турккă чĕлхисене вĕреннĕ.

1866 çулта Пловдиври гимназие 4-мĕш класа вĕренме кĕнĕ. Гимназире франс чĕлхине вĕреннĕ, Пьер Беранже тата Виктор Гюго позийĕ ăна илĕртнĕ.

Библиографи

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Бобчев И., Иван Вазов, Биография, «Слав. век», 1903, № 71
  • Яцимирский А., Иван Вазов и его поэзия и проза, «Вестник иностранной лит-ры», 1906, II
  • Уманов-Каплуновский В. Иван Вазов — народный болгарский поэт-гражданин, «Историч. вестник», 1908, V
  • Г-в, Историческая драма Вазова, «Слав. изв.», 1908, I—III
  • Минчо-Делянов, Вазов, Величков, Михайловский, «Славянский мир», 1910, II
  • Державин Н. С., Иван Вазов. Жизнь и творчество, М.-Л., 1948
  • Злыднев В. И., Иван Вазов, в кн.: Очерки истории болгарской литературы XIX—XX вв., М., 1959
  • Иван Вазов. Сб. по случай сто години от рождението му, С., 1950
  • Павлов Т., Иван Вазов. Народен поет и класик, С., 1946
  • Королев С., Иван Вазов. Художествен метод и литературни позиции, С., 1951
  • Цанева М. Иван Вазов в Пловдив, С., 1966
  • Вълчев В., Иван Вазов. Жизнен и творчески път, С., 1968
  • Иван Вазов. Библиографический указатель, М., 1962
  • Вазов в воспоминаниях современников (на русском языке), С. София-пресс, 1968 г.

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет