Вĕçекен пакша йышшисем

Вĕçекен пакша йышшисем – вăтам кĕлеткеллĕ, пакша евĕрлĕ, малти урипе кайри ури хушшинче вĕçме пулăшакан тир ярăмлĕ чĕрчун. Урисем кĕске, вăрăмăшпе пĕр тан. Хӳри вăрăм та çăмламас. Пĕтĕмпе 15 тĕс шутланать, пирĕн тăрăхра пĕр тĕс кăна пурăнать.