Вăрмар ĕçĕ
Вăрмар ĕçĕ —Çавал уесĕн Ватă (Кив) Вармарпа Кĕçĕн Вăрмар ял çыннисем хушшинчи юнлă тытăçу.
Пĕтĕмлĕ çырни
тӳрлетХирĕçӳн никĕсĕ — 1888 çулхи çу, 18 çĕр валеçнĕ чух вăрман пирки хыпса тухнă тавлашу. Çапăçăва çĕр ытла арçын хутшăннă, Кĕçĕн Вăрмарăн 3 çынне çапса пăрахнă, вунă çын ытла, çав шутра вулас старшинипе полици уряднике суранланнă. Вăрмар ĕçĕпе Ват Вăрмарта пурăнакан 17 çынна хусан вăрçă-тăрăх тӳрипе вилĕме тивĕçле тесе айăпланă. Çак ĕç халăха çав тери хумхантарса янă. Синод обер-прокурорĕ К. П. Победоносцев патшана çак асап тивлете çăмăллатма ыйтнă. Александр III айăпланисенчен 4-не каторгăна янă, 6 — Çĕпĕре кăларса янă, 7 — арестант ротисене янă.
Вуламалли
тӳрлет- Г.А.Александров. Чувашские интеллигенты. Биографии и судьбы. — Чебоксары, 2002. — С. 77. — 216 с.
- Чувашия в первой русской революции. — Чебоксары: Чувашское гос. издательство, 1956. — С. 38.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |