Вăрçăн тăваттăмĕш çулĕ (фильм)

«Вăрçăн тăваттăмĕш çулĕ» (выр. Шёл четвёртый год войны) — Александр Беляевăн «Тайна глухого леса» повеçĕпе 1983 çулта ӳнерленĕ илемлĕ фильмĕ.

Вăрçăн тăваттăмĕш çулĕ
Шёл четвёртый год войны
Фильм постерĕ
Жанр вăрçă
драми
Режиссёр Георгий Николаенко
Сценари
авторĕ
Александр Беляев
Тĕп рольсенче Лев Дуров
Николай Ерёменко
Александр Збруев
Композитор Виталий Филиппенко
Кинокомпани М. Горький ячĕллĕ киностуди
Тăсăлу 85 мин
Патшалăх СССР
Çул 1983
IMDb ID 0261999

Сюжет тӳрлет

1944 çулăн кĕр кунĕсем. Çарăн çарпуçĕ разведка пуçлăхне Николай Павлов полковника хăй патне чĕнет те хаяр тапăч хушать: виççĕ талăк хушшинче Марьино тата Гривна ялсем вырнаçнă тĕттĕм вăрманти ятарлă зонăра (6-7 тăваткалĕнче) нимĕçсем мĕн тума хатĕрленнине пĕлмелле — тепĕртакран унталла совет çарĕсен тапăнса кĕмелле пулать.

Иккĕмĕш полкăн разведки тыткăна улттă нимĕç фельдполицайне илет, нимĕçсен шухăшĕпе фельдполицайсем партизансем çине пырса тăрăннă. Çав фельдполицайсем вырăнне Павлов Александр Спирин капитанăн ушкăнне нимĕçсен тылне ярать.

Савелий Хомутов старостăпа унăн полицай-ывăлĕсене илсе пынă чухне Спирин капитана кĕтмен çĕртен староста çĕçĕпе амантать. Спирин капитан ушкăна ертсе пыма Надеждăна хушать.

Суранланнă Спирина хамăррисем патне çитерме Антиповпа хăйсен ĕçне пурнăçланă салтаксене хушса, Надежда Мороз ушкăнăн тепĕр пайĕпе ятарлă зонăна разведрейда каять. Пеленгатор машинине туртса илсе, унта абвер офицерне тыткăна илсе, нимĕçсем шыв усравĕнчи шыва юхтарса вăрмана путарса тапăнса пыракан совет çарĕсене капкăна лектерме хатĕрленнине пĕлеççĕ.

Спирина Мăн çĕре илсе каяканнисем нимĕçсен экеметне лекеççĕ те пурĕ те пĕтеççĕ.

Мороз ушкăнне тăшман ункăна чăмăртасах пырать, Надежда вара уçăмлă текста раципе совет çарпуçлăхне пĕлтерет. Хăйсен пурнăçне парса разведчиксем нимĕçсен планĕсене уçса параççĕ, анчах та полковник Павлов хăйĕн тусĕсене çухатна пирки питĕ кулянать.

Рольсенче тӳрлет

Пултару ушкăнĕ тӳрлет

Техника хыпарĕсем тӳрлет

  • Приключени, анлă экранлă, тĕрлĕ сăрăллă, 9 пайран, 2371 м.
  • СССР-ти кинопремьера: авăн, 12, 1983

Кăсăк фактсем тӳрлет

Раççейре фильма DVD (5 зона DVD) ĕлкипе «Grand Records» компани 2006 çулта кăларнă.

Каçăсем тӳрлет