Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем.
Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн вĕçнелле фашистла патшалăхсен блокĕ экономика тата вăрçăллăх енчен питĕ хăвăрт тĕрекленнĕ. Европа континенчĕн чылай пайĕ, ресурсĕсемпе экономики Германи айне лекнĕ. Польшăра Германи металлургин тата машинăтăвас тĕп завочĕсене, Çӳлти Силезири кăмрăк рудникĕсене, хими тата туĕçĕллĕ промышленнăçа ярса илнĕ — пурĕпе 294 пысăк, 35 пин вăтам тата вак промыçлă предприятисене; Францире — металлурги промышленăçне, Лотарингири хурçă шăратас, пĕтĕм автомобиль тата авиаци промышленăçне, тимĕр рудин, пăхăрăн, алюминин, магнийĕн пурлăхĕсене, çапла тата автомобилĕсене, тĕп-тĕрĕс механика станокĕсене, чукун çул пăравусĕсене-вакунĕсене; Норвегире — ту айĕнчи пурлăх упранăвĕсене, металлурги, караптăвас промышленнăçа, ферросплавсен промышленнăçне; Югославире — пăхăр, боксит çĕр айĕнчи упранăвĕсене; Нидерландăра, промыçлă предприятисене, патшалăх ылтăн пурлăхне 71,3 млн флорин чухлĕ. Фашистлă Германи оккупацииленĕ çĕрсенче çаратнă пĕтĕм материаллă пурлăх хаклăхĕ 1941 çул тĕлнелле 9 млрд фунт стерлинга çитнĕ. 1941 çулхи çуркунне тĕлне нимĕç предприятисенче 3 млн ытла ютçĕр ĕççыннисемпе çартыткăнĕсем ĕçленĕ. Унсăр пуçне оккупациленĕ патшалăхĕсен çар хĕçпăшалĕсене, техникине, Францире 5 пине яхăн танк и 3 пине яхăн самолёт лекнĕ. Французсен автомашинĕсемпе нимĕçсем 1941 çулта хăйсен 38 пехотăллă, 3 моторлантарнă тата 1 танк дивизине хăватлатнă. Германи чукун çулĕсем çинче оккупациленĕ çĕршывĕсен 4 пин ытла пăравусĕсем тата 40 пин ытла вакунĕсем çӳренĕ. Европăн чылай патшалăхĕсен экономика ресурсĕсене вăрçă ĕçне-хĕсметне куçарнă.