Вăйкилли
Вайкилли, — тĕнче хăвачĕсемпе калаçмалли, вĕсене кучченеçсем памалли вырăн. Хуçалăхра темиçе пӳртпе пурăннă чухне чăвашсен хăйсен Вăйкилли пулнă. Пĕр йышри йăх-тăвансен, пĕр таврашсен кĕлĕ вырăнĕ, управ кĕтесĕ вăл. Вăйкилли — Аслă йĕрĕх вырăнĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетВăйкилли пĕлтерĕшĕ XX ĕмĕрте çухалса пынă, Тӳркĕллипе е Кĕçĕн Киремет пĕлтерĕшĕсемпе хутшăнса кайнă. Халĕ Вăйкилли тесен туй вăхăтĕнче качча каяс хĕр пытанса ларнă çурта, кĕлете капаççĕ. Каччин хĕре туя Вăйкиллинчен кăларса килмелле. Унтан тухнă чухне хĕре Йĕрĕх кунтăкĕнчен е пĕрнерен пукане, сурпан е урăх парне парса яраççĕ. Пĕтĕм кунтăка парса яни те пулать; ун пек чухне ашшĕ хăйсене валли çĕнĕ кунтăкпа йĕрĕх хатĕрлет.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |