Вăйă тĕнчи
Вăйă тĕнчи, — сăнарлă вăйăсен пулса иртекен вырăнĕ. Вăл вăйă шутĕнче шутласа кăларнă хула е планета, фантастикăллă тавралăх пулма пултарать. Çавăн пекех хăш-пĕр чухне хальхи вăхăта сăнлакан тĕнче те пулма пултарать. Çапла вара вăйă тĕнчи темен тĕрлĕ те пулма пултарать — унти никĕссем вăйă йĕркине йĕркелеççĕ.
Вăйă тĕнчине вăйă ăстисем тĕппипех хăйсем шутласа кăларма пултараççĕ, анчах та ытларах чухне вăйă тĕнчи валли тĕрлĕ литература ĕçĕсем çинче никĕсленекен, е хатĕррисене усă кураççĕ.