Бутяков Сергей Николаевич

Бутяков Сергей Николаевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1] , танкист, кĕçĕн лейтенант, чăвашсенчен пĕрремĕш Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне тивĕçнĕ.

Сергей Николаевич Бутяков
Çуралнă вăхăт 1916 çул, авăнăн 28-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Раççей Империйĕ, Хусан кĕперни, Шупашкар уесĕ, халь Раççей, Чăваш Ен, Куславкка районĕ Анат Шуршу ялĕ
Вилнĕ вăхăт 1940 çул, нарăсăн 11-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн СССР, Ленинград облаçĕ, Приозерск районĕ, Саркола ялĕ
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ танкист
Бронетанк çарĕсем
Бронетанк çарĕсем
Хĕсмет çулĕсем 1937-1940
Хисеп
Кĕçĕн лейтенант
Кĕçĕн лейтенант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ

Кун-çулĕ тӳрлет

1916 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче хальхи Куславкка районĕнчи Анат Шуршу ялĕнче çуралнă.

Ачалăхне Звенигово хулинче ирттернĕ. 6-мĕш класс хыççăн ФЗУ шкулĕнче тимĕрçĕ ăсталăхне алла илнĕ.

1937-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хĕсмете чĕннĕ, танк шкулне вĕренме лекнĕ. Кайран 50-мĕш перевçĕ дивизин 398-мĕш танк полкĕн танк командирĕ пулса тăнă.

Тухăç Беларуçине ирĕке кăларнă кампанине хутшаннă.

Совет-финн вăрçинче Карел пымакĕнчи çапăçусене хутшăнса Маннергейм йĕрне татса каçнă чухне палăрнă.

1940-мĕш çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Бутяковăн танкĕ малтисен хушшинче 48.5 тӳпемне вирхĕнсе çитнĕ. Механик-водитель амансан унăн вырăнне ларса атакăна малалла тăснă. Финн салтакĕсем танка персе çĕмĕрсен, аманнă пулсан та, танк хускалайманнине шута илмесĕр, тăшман еннелле тупăран тата пулеметсенчен пенĕ. Тăшманăн тепĕр снарячĕ лексен танка çулăм хыпса илет, пĕтĕм экипаж паттăррăн вилет.

Чыславсем тӳрлет

Асăнмалăх тӳрлет

  • Бутяков урамĕ (Звенигово хули);
  • Салтака кайиччен Бутяков ĕçленĕ завода Бутяков ятне панă, завод умĕнче тата культура çурче умĕнче Паттăрăн бюстне вырнаçтарнă [1]
  • Тăван килĕн çурчĕ çине 2005-мĕш çулта асăну хăмине çапнă.

Асăрхавсем тӳрлет

Биографи «Герои Советского Союза
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
Кавалеры ордена Славы трёх степеней
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9» az-libr.ru сайтра.
Патшалăх паттăрĕсем
Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. ^ Бутяков Сергей Николаевич. Наградной лист. Страницы: 1. çăлкуçран архивланă 15 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012. 2. çăлкуçран архивланă 15 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012. 3. çăлкуçран архивланă 15 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
Ытти асăрхавсем


Вуламалли тӳрлет

  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1988
  • Наши земляки - Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.

Каçăсем тӳрлет

  Бутяков Сергей Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче