Бузина Олесь Алексеевич

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Бузина (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Оле́сь Алексе́евич Бузина́ (укр. Оле́сь Олексі́йович Бузина́, 1969, утă, 13, Киев, СССР — 2015, ака, 16, Киев, Украина[1]) — украин çыравçи, журналисчĕ тата телеертӳçи.

Олесь Бузина
укр. Олесь Бузина

2008 çулта
Çуралнă вăхăт: 2015, ака, 16,
Çуралнă вырăн: Киев, Украина ССР
Вилнĕ вăхăт: 2015, ака, 16
Вилнĕ вырăн: Киев, Украина
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, журналист, политик
Ĕçсен чĕлхи: вырăс, украин

Биографи тӳрлет

1969 çулхи утăн 13-мĕшĕнче Киевра çуралнă. Олеçĕн кăкĕ украин касакĕсемпе çĕр ĕçтешĕсем пулнă[2], ашшĕ, Алексей Григорьевич Бузина — ПХК 5-мĕш (идеологи) управленин офицерĕ. Ват маçакăшĕ патша çарĕнче офицер пулса хĕсметре тăнă, коллективизаци саманинче ăна кулак тесе хĕстернĕ те Беломорканала тума ăсатнă[3].

Киеври 82 № ятарлă Т. Г. Шевченко ячĕллĕ шкулта вĕреннĕ.

1992 çулта Киев Тарас Шевченко ячĕллĕ наци университечĕн филологи факультетĕнче вĕренсе тухнă.

«Киевские ведомости» (1993—2005), «2000» (2005—2006) хаçатсенче; «Друг читателя», «Лидер», «Натали», «Эго», «XXL» журналсенче вăй хунă[4].

Кĕнекесем тӳрлет

  • «Вурдалак Тарас Шевченко» (2000)
  • «Тайная история Украины-Руси» (2005)
  • «Верните женщинам гаремы» (2008)
  • «Революция на болоте» (2010)
  • «Воскрешение Малороссии» (2012)
  • «Союз плуга и трезуба. Как придумали Украину» (2013).
  • «Докиевская Русь» (2014)

Çемье тӳрлет

Олесь Бузина авланнă пулнă, унăн хĕрĕ çурма тăлăха юлнă.

Асăрхавсем тӳрлет

Тексты Олеся Бузины он-лайн тӳрлет