Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди сăмахсарĕ

Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди сăмахсарĕ - (вырӑсла кӗскен ЭСБЕ вуланать) — Раҫҫей империнче, Ф. А. Брокгауз — И. А. Ефрон (Петербург) акционерлӑ тухӑм пӗрлӗхӗ 1890—1907 ҫулсенче кӑларнӑ вырӑс чӗлхипе ҫырнӑ пур енлӗ энциклопеди. Кăларăм икӗ вариантлӑ пулнӑ — 41 том тата 2 хушса кӑларнӑ (тиражӑн пӗчӗкрех пайӗ) тата ҫур томсемпе — 82 тата 4 хушса кӑларнӑ. Ҫур томсем икшер нумерациллӗ — тӗслӗхрен, 49 ҫур том тата и 50 (номерӗсем кӗнеке айкинче) кӗнекен шалти ячӗсене XXV тата XXVа нумерлаҫҫӗ.

Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди сăмахсарĕ
Кăларăм
Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди сăмахсарĕ
Жанр: кăссай
Тăван чĕлхи: Вырăс

Пӗрремӗш 8 ҫуршар томне И. Е. Андреевский редакцийӗпе кӑларнӑ, ыттисене — К. К. Арсеньевпа Ф. Ф. Петрушевский редакцилленӗ. Энциклопедире 121 240 статья, 7800 иллюстраци тата 235 карта.

1899—1902 ҫулсенче (3 томлӑ) «Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди пӗчӗк сăмахсарĕ» (МЭСБЕ) тухнӑ; 1907—1909 ҫулсенче унӑн 4 томлӑ иккӗмӗш тухӑмне пичетлесе кӑларнӑ.

1911—1916 ҫулсенче «Ҫӗнӗ энциклопеди сăмахсарĕ» (НЭС) (48 том тухас вырӑнне 29 том кӑларнӑ, юлашки статья — «Отто») кӑларнӑ.

1987 ҫултан ЭСБЕ материалӗсем халӑх пурлӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Вуламалли тӳрлет

  • Кауфман И. М. Русские энциклопедии. Вып. 1. Общие энциклопедии. — М., 1960. — 103 с.
  • Игорь Жарков «Жанровая структура Энциклопедического словаря Ф. А. Брокгауза — И. А. Ефрона, 1890−1907» (диссертация). 2000
  • Зыков Дмитрий. Про энциклопедию Брокгауза и беспамятную собаку // Наука и жизнь. — 2014. — № 11. — С. 85—89.
  • Федоров П. В. Статуи и постаменты: Имперский некрополь Санкт-Петербурга (Смоленское православное кладбище) в зеркале энциклопедической биографии. — СПб.: Международный банковский институт, 2018. — 214 с., ил., табл. — ISBN 978-5-4391-0382-9

Каҫӑсем тӳрлет