Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Бриз (пĕлтерĕшсем).

Бриз (фр. brise) — çыранхĕррине тинĕсрен тата пысăк кӳлĕрен вĕрекен çил. Бриз талăкра кайăмне иккĕ хутчен улăштарать: кăнтăрлахи (е тинĕс) бриз тинĕсрен Хĕвел хĕртнĕ çыраналла, каçхи (е çыранхĕрри) бриз хирĕç еннелле[1].

A: Тинĕс бризĕ(кăнтăрлахи), B:Çыран бризĕ (каçхи)

Бризăн хăвăрлăхĕ вăйлах мар, 1—5 м/с, сайра чух çеç ытларах. Бриза сывлăш мăран куçнă чухне тропикре, вăтам анлăхсенче — тăнăçлă çилсĕр çанталăкра асăрхама пулать. Сывлăш сийĕн вертикаллĕ çӳллĕшĕ (хăватлăхĕ) — кăнтăрла 1—2 км, çĕрле — кăштах пĕчĕкрех. Çӳлерех хирĕçле юхăм — антибриз — пулать[2]. Бриз циркуляцийĕ çыран хĕррипе тинĕсĕн 10—50 км анлăш ярăмĕнче пулса иртет. Тинĕс бризĕ кăнтăрла сывлăш температурине антарса нӳрĕклетет. Бриз тăтăшах çуллахи пулăх шутланать, ун чухне типçĕрпе шыв капланчăкĕ хушинчи температура расналăхĕ çӳле хăпарса каять.

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ Береговые ветры // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  2. ^ Прох Л.З. Словарь ветров. — Л.: Гидрометеоиздат, 1983. — 28 000 экз.

ЛитератураТӳрлет