Бржозовский, Станислав Антонович
Станислав Антонович Бржозовский (1863 — çĕре кĕнĕ вăхăчĕ паллă мар, 1930-мĕш çулсем) — вырăс архитекторĕ, модерн стильпе тунă Санкт-Петербургри Витебск вокзал шедеврăн авторĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлет1889-мĕш çулта Императорский Ӳнер академине пĕтернĕ, 1895-мĕш çултан — архитектура академикĕ.
Ӗçлеме пăрахичченех (1917-мĕш çулччен) Бржозовский чукун çулсен (Владикавказский, Николаевский, Мускав-Виндавск-Рыбинск) архитекторĕ пулнă. «Общегражданский» ĕçĕсенчен 1896-1898-мĕш çулсенче С. И. Кербедзпа пĕрле тунă Невский проспектра вырнаçнă Международный коммерци банкĕ çеç паллă.
1890-мĕш çулсенче Патша Салинче вокзал тата сортировочный станци тăвать. 1898-мĕш çулта вăл вăхăта валли кивелсе кайнă суя-вырăс эклектика майĕпе Мускаври Виндавск (халĕ Рижск) вокзалне проектировать тăвать. Ку проекта 1902-мĕш çулта Ю. Ф. Дидерихс ертсе пынипе пурнăçа кĕртнĕ. Каярахпа архитектор Рижск направленийĕн станцисен павильонĕсене тунă, вĕсен хушшинче 1980-мĕш çулсенче аркатнă модерн палăкне — Покровск-Стрешнев станцин çуртне те.
1900-мĕш çулта архитектор Витебск вокзалĕн проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ.
1920-мĕш çулсенче Костромара ĕçленĕ.
Кĕнекесем
тӳрлет- Зодчие Санкт-Петербурга. XIX — начало XX века / cост. В. Г. Исаченко; ред. Ю. Артемьева, С. Прохватилова. — СПб.: Лениздат, 1998. — 1070 с. — ISBN 5-289-01586-8
- М. В. Нащокина. Архитекторы московского модерна. Творческие портреты. — Издание 3-е. — М.: Жираф, 2005. — С. 99—101. — 2 500 экз. — ISBN 5-89832-043-1
Çаплах пăхăр
тӳрлетЧукун çул архитекторĕсем: