{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Салфетка çинче Богема клубĕн символĕ.

Богема кати (акăл. Bohemian Grove) — кану вырăнĕ, çĕр лаптăкĕ 11 км², вырнаçнă адресĕ: 20601 Bohemian Avenue, Монте-Рио хула, Калифорни штачĕ. Клуб харпăрçи — арçынсен ӳнер клубĕ, Сан-Франциско хулинче вырнаçнă Богема клубĕ ятпа паллăскер. Çулсерен утă уйăхĕнче, 1899 çултанпа, кунта тĕнчери чи ятлă-сĕмлĕ çынсем иккĕ эрнеллĕхе çуллахи канăва килеççĕ.

Богема клубенче нумай ӳнерçĕ, уйрăмах мусăкçăсем, çаплах сумлă ĕçлев ертӳçисем, правительство ĕçченĕсем (çав шутра американ президенчĕсем) тата МИХ кăлараканĕсем. Клубăн хăй евĕр уйрăмлăхĕ — клуб пайташĕ ятне тивĕçме 15 çул кĕтмелле. Клуб пайташĕсем Богема ращине хăйсем хăнасене чĕнме пултараççĕ, чĕннисене вара малтан тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Вĕсем Америкăран тата тĕнчипех пуçтарăнаççĕ.

Катан геральд йыхравĕ — «Карта çыхакан эрешменсем кунта килмеççĕ», çак ĕнтĕ менпур йывăр ыйтăва, коммерци ĕçĕ-пуçне хапха леш енне хăвармалла. Çак йыхрава хирĕçлесех катара политика тата коммерции ĕçлевĕсене туни те пур. Богема ращинче, сăмахран 1942 çулта авăн уйăхĕнче Манхэттен проектне сӳтсе явнă, хыçççăн вара атом бомбине туса хураççĕ. Катара пулакансем хушшинче, Эрнест Лоуренсăр тата вăрçă ĕçченĕсемсĕр пуçне, Гарвард президенчĕ тата Standard Oil тата General Electric элчисем.

Символика тата ритуалсем

тӳрлет

Клуба никĕсленĕренпе Богема катин символĕ тăмана пулнă, сăмахран, ăна Иштар турă амипе танлаштараççĕ. Цементпа хытарса тунă 12 м (40 фут) çӳллĕшлĕ тăмана Богема катинчи кӳлĕ умĕнче тăрать, 1929 çултанпа кунта кашни çул чӳклев ирттереççĕ.

Çурт-йĕрсем

тӳрлет

Богема раощинче тĕрлĕ ĕçсемпе хăтланаççĕ, Богема катин хаклă театр ӳнер йăпанăçĕ («Бурное веселье» пек паллăскер) тата мусăк камичĕ («Низкие Уловки») —унта хĕрарăм ролĕсене арçынсем, клуб пайташĕсем выляççĕ, — пирки асăнаççĕ.

Çапла, чылайрахăш çурт-йĕрĕ — питĕ çӳллĕ хĕрлĕ йывăçсем хушшинче тĕрлĕ йăпанăç ирттермелли вырăнсем.

Çавăнтах ыйхă çурчĕсене туса лартнă, 2005 çул тĕлне вĕсен шучĕ çĕртен ытла. Çак кабинкăсене лагерьсене пуçтарнă.

Лагерь секторĕсем:

  • Mandalay (харпăр пурлăхĕ, инвесторсем; вăрçă подрядчикĕсем; политиксем; президентсем);
  • Hill Billies (харпăрçăсем, инвесторсем; банкирсем; политиксем; ăслăх ĕçтешĕсем; МИХ);
  • Cave Man («пуç мимми центрĕсем»; нефть компанисем; университетсем; МИХ; банкирсем; вăрçă подрядчики);
  • Stowaway (Рокфеллер çемьин компанисем; банк ĕçĕ; нефть компанисем);
  • Owls Nest (президентсем; хĕçпăшаллă вăйсем; вăрçă подрядчикĕсем);
  • Hideaway (фондсем; хĕçпăшаллă вăйсем; вăрçă подрядчикĕсем);
  • Isle of Aves (вăрçă подрядчикĕсем; хĕçпăшаллă вăйсем);
  • Lost Angels (банкирсем; МИХ; хӳтĕлев промăçлăхĕ);
  • Silverado squatters (шултра капитал; вăрçă подрядчикĕсем);
  • Sempervirens (калифорни корпорацисем);
  • Hillside (Штаб пуçлăхĕсен пĕрлештернĕ комитечĕ)
  • Богем катин стадионĕ — 2000 çын ларма вырăнлă амфитеатр; ытларах театр куравĕсем валли усă кураççĕ.
  • апатлану çаври, пĕр харăс 1500 яхăн çын апатланать.

Сăваплă Тăмана тата Кӳлĕ — ката варринчи алăпа тунă кӳлĕ, унта пухусене, чӳклевсене (утă уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче) ирттереççĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Богема катине чылай вăхăт тапхăрĕнче, 1872 çулта Богема клубне никĕсленĕ хыççăнах, сарса пынă. Темиçе çул хушши Богема клубĕн пĕрремĕш пайташĕсем тĕрлĕ çĕрте, хальхи Мьюр-Вудс наци монуменчĕ тата штатăн Самюэл Тейлор паркĕнче тата Богема катине юханшывăн хирĕçле çыранĕнчи Дунканс-Миллс патĕнчи секвой катинче лартнă пулнă.

Паянхи пек пĕрмайхи утă уйăхĕнчи çуллахи пуçтарăнусем 1899 çулта пуçланса кайнă.

Вăрманăн пĕрремĕш пайне вырăнти йывăç сутакан усламçăран туяннă. Майĕпен, клуб пайташĕсем таврари çĕрсене укçа парса илнĕ.

Сан-Франциско журналисчĕсем вырăнти усламçăсене кăсăклантарнă хыççăн, юлашкисем Богема катинчи çĕрсене, çурт-йĕрсене илме укçа панă. Ӳкерçĕсемпе мусăкçăсем «богемсем» статусĕнче тăнă — мĕншĕн тесен кану вырăнне тăваслăхĕн чи малтанхи тĕллевĕ клубăн ютçĕр пайташĕсене, хăнасене (репортёрсене каярах клуб пайташлăхĕнчен кăларнă) йăпанăçпа тивĕçтересси.

Катара 1500 çул ытла ӳсекен секвойя йывăçĕ. Богема кати — чуна илĕртекен пуртă касман çутçанталăк усравĕ, нумай сукмак упранса юлнă. Вăрăм ĕмĕрлĕ секвойя хальхи сапаланчăк пурнăçран уйрăлса тăракан тĕкĕнмен çутçанталăка палăртать.

Клубра пулакансем

тӳрлет

Богема клубĕ (акăл. Bohemian Club) — халăха кĕртмен харпăр клуб; клуб пайташĕсемпе вĕсем чĕннĕ хăнасем кăна Богема катине кĕме пултараççĕ. Çак хăнасен шутне АПШ тулашĕнчи политика ĕçченĕсем тата паллă çынсем кĕнĕ. Çуллахи кану тапхăрĕнче кунта чылай хăна вырнаçаймасть. Çапах та, пĕр харăсах Богема катинче 2500 çын пурăнма пултарать.

Богема рощине пынă пайăр çынсен ячĕсене вăрттăнлăхра упраççĕ, анчах та хăшпĕр тĕпчевçĕсем çав хыпарсене тупнă. Тĕрлĕ çăлкуçсенчен тупнă Богема ращинче пулнăскерсем:

Каларăшсем

тӳрлет

Так, я там видел кое-что прямо из Видений средневекового живописца Иеронима БосхаАд: горящие металлические кресты, священники в красных и чёрных одеждах с первосвященником в серебряной одежде с красной накидкой, горящее тело, кричащее от боли, гигантской каменной большой-рогатой сове. И во всем этом участвовали мировые лидеры, банкиры. Это было полным безумием.

— Алекс Джонс, Богема катинче 2000 çулта чӳк ритуалне ăнлантарса

Мир разделен на три класса людей: очень маленькая группа людей, которая делает дела, более большая группа, которая наблюдает, как дела делаются, и большинство, которое никогда не знает того, что происходит.

— Богема клубĕн пайташĕ Николас Марри Батлер (президент, Колумби университечĕ, 1901—1945)

Тавлашусем

тӳрлет

Клуб тата пайташĕсен пурнăçĕ питĕ кăсăклантарнă. Çак çулсенче темиçе çын территорие кĕрсе вăртăн камерăпа видео çапса илнĕ. Нимĕçсен канцлерĕ Гельмут Шмидт Богема кати пирки автобиографинче çырнă. Вăл каласа панипе, Германире те çакăн пек йĕркеленӳсем пулнă, анчах та Богема ращи унăн юратнă вырăнĕ шутланать. Канăçлакансем гомосексуаллă тыткаларашлă пулнă пирки тавлашнă.

Сан-Франциско патĕнчи Богема клубне кĕрекен гомосексуалистсен йышĕ пирки, АПШ президенчĕ пулнă Ричард Никсон, çапла асăннă:

Çак ĕнтĕ хулари йĕкехӳресен пайĕ. Сан Францискори çӳл таврашĕ те йĕкехӳресем. Богема катине хăшпĕр чух эпĕ çӳретĕп — кунта Тухăçран çеç мар килеççĕ — ку пуçпа шутласа илейми шуйтан гомосексуал шăтăкĕ, Сан-Францискона çӳрекен халăх-йăхĕ питĕ хăрушлă! Эпĕ Сан-Францискăри пĕр этеме те алă памастăп.

Гей-порноçăлтăр Чэд Сэведж (Chad Savage) Богема катинче хăй ятне палăртмасăр камердинер пулса ĕçленĕ.

Церемонисемпе йăласем

тӳрлет

Чӳк тунă чухне катемпи-пуканене çунтарса яраççĕ — çак вара ритула хутшăнакансем тасалнине пĕлтерет, иккен. 1989 çулти харкашăва тĕпчекен йĕрлевçĕсем Пол А. Боначчи хăйĕн кун кĕнекинче Богема катине Республикансен ертӳçипе Лоренс Кингпа пĕрле вĕçнĕ, самолёт çинче унăн арçынсемпе секса хутшăнма, вĕлерсе мăшкăлланă çынсем пирки фильмсем пăхма тивнĕ. «Spy Magazine» журнал Богема ращи çинчен 1989 çулта çырнипе, унта кӳршĕ хуласенчен гомосексуаллă проститутсене илсе пынă.

Чӳклев

тӳрлет

2000 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Алекс Джонспа Майк Хансон Богема ращинче 2 видео камерăна пытарса лартнă та çурхах çине чӳклев ритуалне çапса илнĕ. Хăйĕн документлă фильмĕнче Джонс каланипе, пайташсен пысăк ушкăнĕ «авалхи Тăманана пуç çапакан Люцифер, Вавилон Ритуалне» хутшăнать.


2004 çулта Богема катинче ĕçлекен, хăйне «Kyle» текен çын видео çине тăмана статуйин интерьерне çапса илет.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет