Бенедиктинсем

Бенедикти́нсем (лат. Benedictini, сăв. Бенеди́кт орденĕ, лат. Ordo Sancti Benedicti, OSB) — католицири чи ватă, Нурси Бенедикчĕ 530 çул тĕлнелле Субиакăра тата Монтекассинăра йĕркеленĕ монах орденĕ[1]. «Бенедиктинсем» терминпе хăш чухне «Сăваплă Бенедикт Уставне» тытса пыракан монах орденĕсене палăртаççĕ[2], сăмахран, камальдулсене е цистерциансене, çак ĕнтĕ тĕрĕсех мар.

Организаци

тӳрлет

2014 çулта Бенедиктинсен конфедерацийĕ йышне 21 конгрегаципе 6 пăхăнман мăнастырь кĕрет. Орден йышĕнче мĕнпур пурăнакан — 353. Мĕнпур монах йышĕ — 6865, вĕсенчен 3587 сăваплăх çыннисем[3].

Конфедераци пуçлăхĕ — 8 çуллăха суйланă аббат-примас. Вăл Сăваплă Астул умĕнче яваплă, анчах та мăнастырьсене пăхакансене лартма тата хăтарма пултарать.

Бенедиктинсен ĕçĕ-хĕлĕнче кĕлĕ тунисем, интеллекта ӳстерес ĕçсем, тĕн ӳнерĕ, миссионер ĕçĕ чылай вырăн йышăнать.

Орден йыхравĕ: «Кĕл туса ĕçле» лат. «Ora et labora».

Истори

тӳрлет
 
Монте-Кассино аббатлăхĕ — бенедиктинсен орденĕн тăван çĕрĕ — паян.
 
Кава де Тиррени Сăваплă Виçпĕрлев аббатлăхĕ

Сăв. Нурси Бенедикчĕ 547 çулта çĕре кĕрсен, Монте-Кассинора никĕсленĕ мăнастырĕ нумаях тытăнса тăрайман, ăна 580-мĕш çулсенче лангобардсем аркатнă (каярах юсаса лартнă).

Мăн Григорий I ромей попĕ пулăшса пынипе, тĕрлĕ çĕршывсенче саланса вырнаçнă, сăв. Бенедикт уставне тата шухăшĕсене сарнă. Кĕçех бенедиктинсем мăнастырĕсене Англире, Франксен короллĕхĕнче, Анăç Европăри тата Варринчи çĕршывсенче, XI ĕмĕр патнелле Тухăç Европăра та никĕсленĕ.

Çав тапхăрти паллă бенедиктинсен хушшинче Кентербери Августинĕ, сăв. Виллиброрд, сăв. Прага Адальберчĕ тата урăххсем пулнă. VIII ĕмĕрте тепĕр Бенедикт — Аньян БенедикчĕАньян мăнастырĕнче бенедикт уставĕпе монах йăли-йĕркине йĕркелесе янă.

Монахлахри тата хакаллăхри мораль тыткăчĕсем хавшакланнипе, тĕнче влаçĕсем чиркӳ пурнăçне кĕрсе пынипе — Клюни реформине (Клюни аббатлăхĕ ячĕпе) тунă. X—XI ĕмĕрсенче бенедиктинсенчен уйрăлса камальдулсен тата цистерциансен орденĕсем пулса тăнă.

Культура тата пĕрлĕх

тӳрлет

Бенедиктинсем тата Вырăс апостолачĕ

тӳрлет

Орден, тухăç турачĕ пуррипе, висанти йăлипе кĕлĕ ирттерет. Вырăс ютçĕрĕнче XX ĕмĕрте Иоанн Хризостом Блашкевич архимандрит, Василий фон Бурман диакон тата урăххисем те тăрăшнă.

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Католическая энциклопедия. Т.1. Изд. Францисканцев, М, 2002.
  • Усков Н. Ф., Чернов В. В., Православная энциклопедия. Бенедиктинцы, 4, 611—617.

Каçăсем

тӳрлет