Белов Филипп Михайлович

Белов Михаил (чăн ячĕ Белов Филипп Михайлович, 1911, çурла, 18, Хусан кĕпĕрни Аксу уесĕ, (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ) Чăваш Киреметпуçĕ ялĕ (Вершинно-Чувашская Киреметь) — 1982, юпа, 16, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш прозăçи, драматургĕ, тăлмачĕ.

Михаил Белов
Çуралнă чухнехи ят: Белов Филипп Михайлович
Çуралнă вăхăт: 1911, çурла, 18
Çуралнă вырăн: Чăваш Киреметпуçĕ ялĕ, Аксу уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1982, юпа, 16
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: проза, драма, куçару
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Белов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

СССР ÇП пайташĕ (1939). Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата медальсемпе тивĕçленĕ[1].

Пурнăçĕ тӳрлет

1911 çулхи çурла уйăхĕн 18-мӗшӗнче Хусан кĕпĕрнин Аксу уесĕнчи (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ) Чăваш Киреметпуçĕ (Вершинно-Чувашская Киреметь) ялĕнче çуралнă.

Чистайри ача çурчĕнче çитĕннĕ. Иккĕмĕш ступень шкулне вĕренсе пӗтернĕ. Ялти шкул вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Чистайри вырăс драма театрĕн тата Шупашкарти Халах пултарулăхĕн Çурчĕн директорĕ пулнă.

1982 çулхи юпа уйăхĕн 16-мӗшӗнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Пичетленнĕ кĕнекисем:

  • «Вĕçкĕн Макçăм» (1937, 1957);
  • «Тупа» (1939);
  • «Аксусем» (1965);
  • «Çул хыççăн çул» (1971).

Михаил Беловăн вырăсла кĕнекесем те пичетленнĕ. Сăмахран: «В зареве заката» (1959) тата ыттисем. Çавăн пекех вăл тутар çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Вуламалли тӳрлет

  • Алендей, В. Михаил Белов пурнăçĕпе пултарулăхĕ / В. Алендей // Белов, М. Хĕвел аннă чух / М. Белов. – Шупашкар, 1981. – С. 182-190.
  • Георгиева, Н. 100 ҫул ҫитрӗ / Н. Георгиева // Хыпар. – 2011. – 10 авӑн. – С. 11. – (Культура / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ ; № 15).
  • Левуков, В. Пирĕн ентешсем – çĕршывăн мухтавлă çыннисем / В. Левуков // Ялав. – 2000. – № 12. – С. 66-71.
  • Михаил Белов // Канаш (Ульяновски обл.). – 1991. – 10 янв.
  • Михаил Белов // Ялав. – 1971. – № 9. – С. 33.
  • Садай, В. [Михаил Беловăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ] // Садай, В. Çул хыççăн çул / В. Садай. – Шупашкар, 1971. – С. 167.
  • Харлампьев, Г. Юлташăм çинчен / Г. Харлампьев // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 18 авг.
  • Юман, А. Михаил Белов / А. Юман // Канаш (Ульяновски обл.). – 1996. – 27 утă.
  • Юрьев, М. Çынсене юратса / М. Юрьев // Коммунизм ялавĕ. – 1971. – 18 авг.
  • Афанасьев, П. Белов Михаил (Белов Филипп Михайлович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 58.
  • Белов (Михаил Белов) Филипп Михайлович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 490-491.
  • Сорокин, Н. М. Белов Михаил (Белов) Филипп Михайлович // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. - Чебоксары, 2015. – С. 33-34.
  • Тимуков, А. Н. Белов Михаил (Филипп Михайлович) / А. Н. Тимуков // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 199.
  • Юрьев, М. С любовью к людям / М. Юрьев // Совет. Чувашия. – 1971. – 18 авг.
  • Ялгир, П. Белов Михаил (Филипп) Михайлович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 19.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет