Беларуç арап алфавичĕ

Беларуç арап алфавичĕ XVI ĕмĕрте арап çырулăхне анăç вырăс çыру чĕлхинче усă курма йĕркеленĕ алфавит. Вăл çирĕм саккăр графемран тытăнса тăрать, хăшĕсем ахальхи арап алфавитĕнчен уйрăлса тăраççĕ:

  • Арап чĕлхинче çук «ж», «ч» и «п» сасăсем валли тĕрĕк-перс графемисемпе усă курнă


پ چ ژ


  • Çемçе «дз» тата «ц» сасăсене палăртма çĕнĕ графемăсем кĕртнĕ

тата

  • «ў» сасă валли уйрăм графема туман, ăна «в» евĕр çырнă:
و
 

Анăç вырăс арап алфавичĕпе Аслă Литва кнеçлĕхĕ йышне кĕнĕ хальхи Беларуç территоринче пурăннă литва тутарĕсем усă курнă. XIV-XVI ĕмĕрсенче вĕсем хăйсен чĕлхине пăрахса арап алфавичĕпе çырнă анăç вырăс çыру чĕлхине куçнă.

Танăштару тапăлĕ тӳрлет

Кириллица Латиница Арап
Б, б B, b ب
Ц, ц C, c  
Ч, ч Č, č چ
Х, х CH, ch ح
Д, д D, d د
ДЖ, дж DŽ, dž ج
Ф, ф F, f ف
Ґ, ґ G, g غ
Г, г H, h ه
Й, й J, j ى
К, к K, k ق
Л, л Ł, ł ل
М, м M, m م
Н, н N, n ن
П, п P, p پ
Р, р R, r ر
С, с S, s ص
Ш, ш Š, š ش
Т, т T, t ط
Ў, ў Ŭ, ŭ و
В, в V, v و
З, з Z, z ض
Ж, ж Ž, ž ژ
ЦЬ, ць Ć, ć س
ДЗЬ, дзь DŹ, dź  
ЛЬ, ль L, l ل
НЬ, нь Ń, ń ن
СЬ, сь Ś, ś ث
ЗЬ, зь Ź, ź ز
ТЬ, ть TJ, tj ت
КЬ, кь KJ, kj ك
' - ع
Ь, ь - -

Вуламалли тӳрлет

  • Д-р Я. Станкевіч. Беларускія мусульмане і беларуская літаратура арабскім пісьмом. [Адбітка з гадавіка Беларускага Навуковага Таварыства, кн. I.] — Вільня : Друкарня Я. Левіна, 1933 ; Менск : Беларускае коопэрацыйна-выдавецкае таварыства «Адраджэньне», 1991 [факсімільн.]. — 3-е выд.

Каçăсем тӳрлет