Байкал леш енчи çеçенхирĕн
«По диким степям Забайкалья»,
çаплах «Бродяга» — вырăс халăхĕн литературăран тухнă юрри. Пурĕпе çак юрăн сахалтан 5 вариант тексчĕ пур. Юрăн авторлăхне тĕплĕнех палăртман, паллă мар авторăн юрри тесе хыпарлаççĕ.
По диким степям Забайкалья | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | Хула романсĕ |
Чĕлхе | вырăс |
Композитор | Шаблон:Q56678558 |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- | |
Медиафайлы на Викиампар |
Истори
тӳрлетАнлă сарăлнă шухăшпа, юрăна 1880-мĕш çулсенче Çĕпĕрти каторгăри çынсем хайланă. Иван Белоконский революционер çирĕплетсе каланипе, юрăна Çĕпĕрте 1880-мĕш çулсенче пĕлнĕ, анчах та текст авторне кăтартман[1].
Халăхра 1900-мĕш çулсен пуçламăшĕнче, И. К. Кондратьев сăвăçăн пухмачĕнче пичетленĕ хыççăн паллăха тухнă. Иван Назаров (тата Александр Смолик) пĕлтернипе[2], Иван Кондратьев текст авторĕ пулнă[3], анчах та сăвăна юлашки «Под шум дубовых рощ» пухмачне кĕртмен пулин те. Кондратьев ĕткерлĕхе тĕпчекен Иван Смолик шухăшĕпе, авторĕ урăх çын.
1906 çулта швед композиторĕ Вильгельм Гартевельд Çĕпĕрпе çӳренĕ чухне юрăна çырса илнĕ те 1908 çулта публикациленĕ[4].
Шăрантаракансем
тӳрлетЮрăна XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Раççейре «Бродяга» ятпа, авторĕ Иван Кондратьев тенĕ темиçе версипе çырнă[5][6]:
- Надежда Плевицкая юрланă, Pathé Records Мускавра 1908 çулта çырнă, тепĕр версине Beka Records Мускавра 1909 çулта кăларнă;
- Семён Садовников юрăна 1910 çулхи çурлан 17-мĕшĕнче грампластинкă çине балалайкăçăсен оркестрĕпе çырнă;
- Нина Дулькевич, 1912 çулта Pathé Records кăларнă.
- 1940-мĕш çулсенче Бухарестре Пётр Лещенко çырнă[7].
- 1946 çулта Совет Пĕрлешĕвĕнче юрăна Лидия Русланова çырнă. Пĕрре çеç мар ăна Пятницкий ячĕллĕ хор шăрантарнă. 1973 çулта поляк юрăçи Чеслав Немен «По диким степям Забайкалья» юрăна хăйĕн вырăсла альбомне кĕртнĕ. 1980 çулта хăйĕн альбомĕ валли юрра Жанна Бичевская çырнă.
- Юрă кăштах Эмир Кустурицăн «Папа командировкăра» (1985) тата П. Тодоровскин «Интердевочка» (1989) фильмĕсенче илтĕнет.
- «Бродяга» ятпа çак юрăна [Бичевская Жанна Владимировна|Жанна Бичевская]] «Старые русские народные деревенские и городские песни, Ч. 1» альбомĕнче çырнă. Çаплах вăл юрра «Ля Минор» телеканлĕн эфирĕнче («Мелодия жизни» тата «К нам приехал» ярăмсем, 2010 çул)[8].
- 1996 çулта Андрей Макаревич («Песни, которые я люблю» альбомĕ) юрланă.
- «Монгол Шуудан» группа 2004 çулта «Жертва» альбомĕнче çырнă.
- 2009 çултанпа «ЧайФ» группăн «Соль» проектĕнче пулнă.
Текст
тӳрлет
По диким степям Забайкалья,
Где золото роют в горах,
Бродяга, судьбу проклиная,
Тащился с сумой на плечах.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Сл. И. Кондратьева ? - По диким степям Забайкалья (с нотами).
- ^ Александр Иванович Смолик Божий дар Ивана Кондратьева. — Минск: 2013. — ISBN 978-985-522-075-7, 985-522-075-7
- ^ Иван Абрамович Назаров Встречи и письма. — Улатимĕр: 1957.
- ^ Lib.ru/Классика: Кондратьев Иван Кузьмич. Стихотворения.
- ^ Сафошкин Валерий Очи черные: Старинный русский романс. — Мускав: Эксмо, 2006. — ISBN 978-5-699-14481-5, 5-699-14481-1
- ^ Очи черные: Старинный русский романс. — Эксмо, Москва 2004
- ^ Записи песни 1909, 1910, 1912, 1944 годов на сайте «Старая Чита».. çăлкуçран архивланă 19 Ҫу уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 28 Кӑрлач уйӑхӗн 2012.
- ^ Жанна Бичевская çинче
Каçăсем
тӳрлет- Записи песни 1909, 1910, 1912, 1944 годов на сайте «Старая Чита».
- Запись песни в исполнении Лидии Руслановой2016 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. (Москва, 1946)