Атӑл Тӑлмач beta

Атӑл Тӑлмач beta, чăвашларан вырăсла тата вырăсларан чăвашла куçарма пултаракан транслейтер. Çавăн пекех ку транслейтерпа çармăс чĕлхи тĕлĕшпе те ĕçлеме пулать.

Малалла интернет-ресурсра[1] мĕн çырнине ним улаштармасăр илсе кăтартатпăр.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх «Атӑл.Тӑлмачпа» куллен вӑтамран 90 ҫын усӑ курать. Кашни кун 200 ытла пуплевӗш <пуплерĕш тесе ăнланмалла> куҫараҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра 8 пин ытла пуплевӗш куҫарнӑ, 200 ытла пуплевӗше <пуплерĕш тесе ăнланмалла> хакланӑ, 37 куҫарӑва тӳрлетнӗ.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрленӗ нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен куҫаруҫӑпа уйрӑмах ҫӗнӗ ҫултанпа анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Кунне 200 пуплевӗшрен <пуплерĕш тесе ăнланмалла> кая мар куҫараҫҫӗ, хӑш кун ку виҫе 800-тен те иртет. Тӗслӗхрен, ӗнер 300 яхӑн пуплевӗш куҫарнӑ, виҫӗмкунпа тӑватӑмкун вара — 400 ытла. Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче 700 ытла пуплевӗш <пуплерĕш тесе ăнланмалла> куҫарнӑ. Куҫарусене тишкерсен — кӗскисене куҫаракансем те пур, статьясене куҫаракансем те. Сӑмахран, ку хыпара ҫырас умӗн куҫарнисене сӑнанӑ чухне пӗри (статистикӑра кам, вӑл ӑҫтан пулни тата ытти ҫавнашкал япала — ҫук) «Хыпар» хаҫатри чӑвашла статьяна куҫарни паллӑ. Словарь пек усӑ курни чылай тӗл пулать. Паян, сӑмахран, «сӗлӗх», «пӳре» вырӑсла мӗнле пулнине ыйтнӑ, «искатель» сӑмаха вырӑсларан чӑвашла мӗнле куҫармаллине те шыранӑ.

Аса илтеретпӗр, «Атӑл.Талмач» хальлӗхе бета-режимра ӗҫлет пулин те вӑл аванах куҫарать. Вырӑсларан чӑвашла та, чӑвашларан вырӑсла та. «Атӑл.Талмач» сайтӗнче эсир куҫарма кӑна мар, ҫавӑн пекех унччен куҫарнӑ тӗслӗхсене те хаклама пултаратӑр. Ку вара ҫав тӗслӗхсемпе малашне ҫӗнӗ модель вӗрентнӗ чухне усӑ курма май парӗ.

  1. статистика, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ, #Атӑл.Тӑлмач

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://translate.chv.su/

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ [https://chuvash.org/news/tags/Атӑл.Тӑлмач/1 «Атӑл.Тӑлмачра» кашни кун 200 ытла пуплевӗш <пуплерĕш тесе ăнланмалла> куҫараҫҫӗ ■ Аçтахар Плотников | 10.02.2023 16:27 |]