Атăлпа Урал хушшинче
Атăлпа Урал хушшинче — Тутар, Чăваш, Пушкăрт, Удмурт, Мордва, Мари Эл тата Коми республикисен радио-проекчĕ.
Тĕллевĕ — регионсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, халăхсен хутшăнăвне, культура çыхăнăвне, диаспăрăсен пурнăçĕпе ĕç–хĕлне туллин çутатасси. Хыпарсем, тĕрленчĕксемпе очерксем эфирта тăтăш янăраççĕ. Радиожурналистсем тĕрлĕ темăпа радиокĕперсем йĕркелеççĕ, репортажсем хатĕрлеççĕ.
Ертӳçĕ — Николай Мулянов.
Кун-çулĕ
тӳрлетХăйĕн пурнăçне радиожурнал 1958 çулта пуçланă. Совет Союзĕ арканнă хыççăн упранса юлнă пĕртен пĕр кăларăм халĕ те кашни вырсарни кун тухса тăрать. Радиожурнал информаци уçлăхĕнче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тахçанах йышăннă, Атăлçи федераци тăрăхĕнче пурăнакансем çак кăларăма кăмăлласа итлеççĕ.
Журналистсем
тӳрлетНиколай Мулянов
тӳрлетЧăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Мулянов асăннă журналпа тачă çыхăну тытма пуçланăранпа кăçал шăпах çирĕм çул çитрĕ. Вăл йĕркеленĕ кăларăмсем: «ЭРА: экономика, расчет, анализ», «Мозаика», «Будни ЖКХ», «Ракурс» хальхи пурнăçăн тĕрлĕ енĕсене уçса параççĕ. Вун çиччĕ çул ытла вăл Чăваш радиора «Столичный курьер» кăларăмĕнче вăй хунă.
Кулленхи ĕç-пуç
тӳрлет«Атăлпа Урал хушшинче» радиожурналăн редакци коллегийĕ çулталăкра пĕрре проекта хутшăнакан республикăн тĕп хулинче ирттерекен хăйĕн анлă ларăвĕнче мĕн тунине пĕтĕмлетсе малашлăхри ĕç планне çирĕплетет. 2009 çулта хăнасене „Чăваш Ен” телерадиокомпани йышăнннă. Çитес çулта тĕл пулу вырăнĕ Мари Эл республикин тĕп хули Йошкар-Ола пулма тивĕçнĕ.
Каçăсем
тӳрлет- «Чăваш Ен» ПТРК официаллă сайчĕ 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- В Чувашии соберутся редакторы радиожурнала "Между Волгой и Уралом"(ĕçлемен каçă)
- В Чувашию съехались радиожурналисты от Волги до Урала 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Редакторы и руководители радиожурнала "Между Волгой и Уралом" встретились в Уфе 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.