Ассимиляци (лингвистика)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ассимиляци (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Ассимиля́ция — лингвистикăра: тĕпрен илсен фонологире усă куракан термин, вăл пĕр сасă тепĕр сасăпа пĕрлешсе кайса çавăн пекех илтĕннине пĕлтерет. Ассимиляци пĕр йышри (уçă е хупă) сасăсем хушшинче пулса иртет. Вăл тулли (сасăсем пĕтĕмпех пĕолешеççĕ) е тулли мар (сасăсем хăшпĕр енĕпе çеç пĕрлешеççĕ) пулма пултарать. Çавăн пекех прогрессивлă (умĕнхи сасă хыççăнхине витĕм кÿрет), регрессивлă (хыççăнхи умĕнхи сасса витĕм кÿрет) тата хире-хирĕçле (хире=хирĕçле витĕм) ассимиляцисем пулаççĕ. Контактлă (юнашар сасăсем) тата дистантлă (курăмлă тĕслĕх — уçă сасăсен гармонийĕ) ассимиляци тенисем те пур.

Çавăн пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Кодзасов, С. В., Кривнова, О. Ф. Общая фонетика. М.: РГГУ, 2001
  • Ashby, M., Maidment, J. An Introduction to Phonetic Science. Cambridge: CUP, 2005

Каçăсем

тӳрлет